100 çул тĕлне — 100 ытла ача

12 Нарăс, 2020

Республикăри шкулсенче кĕçĕн классенче вĕренекенсен йышĕнче тăван чĕлхепе тата литература вулавĕпе ăс-тăн вăййисем иртнĕ. Чăваш тата тутар чĕлхипе литературине халалланă ăмăртусене тăваттăмĕш класра вĕренекен 103 ача хутшăннă.

Вĕрентекенсем тупăшура хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма шухăшланă ывăл-хĕре тĕплĕн хатĕрленине палăртнă жюри. Чăваш чĕлхине пĕлессипе наци шкулĕсен йышĕнче Патăрьел тата Елчĕк районĕсен, вырăс шкулĕсен йышĕнче Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисен тата Муркаш районĕн ачисем малти вырăнсене йышăннă. Чăваш литература пĕлĕвĕпе Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Вăрнар, Элĕк тăрăхĕсенчи шкулсен ачисем палăрнă.

Аса илтеретпĕр, кĕçĕн классен ăс-тăн 25-мĕш вăййисене Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас