100 çулта пулин те — ватă мар!

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрлере ĕçлĕ çулçÿревре пулнă  Республика ертÿçи автофургонсен комбиначĕн ĕçĕпе паллаш- нă, предприятин çĕнĕ цехне уçма хутшăннă. Кунта 1,1 пин ытла çын ĕçлет, прицеп техникин тĕнĕлĕсен производство линине хута янă май тата 50 ĕç вырăнĕ йĕркелеççĕ. Комбинатăн директорсен канашĕн председателĕ Алий Чеченов пĕлтернĕ тăрăх — иртнĕ çул предприяти 454 миллион тенкĕ налук тÿленĕ, кăçал çак виçе 700 миллиона çитмелле. Заводри вăтам ĕç укçи 37 пин тенкĕпе тан- лашать. Михаил Игнатьев комбинат ертÿçисене, мĕнпур ĕçченне тăрăшуллă ĕçшĕн тав тунă. Çав кунах Михаил Васильевич Çĕмĕрле хули 100 çул тултарни- не халалланă уяв мероприятийĕсене хутшăннă. Реконструкциленĕ Çĕнтерÿ скверĕпе, вырăнти артистсен пултарулăхĕпе, праçник тĕлне хатĕрленĕ куравпа паллашнă. Çĕмĕрлесене уяв ячĕпе саламланă май Михаил Игнатьев хула историйĕ Раççей патшалăхĕн индустриализацийĕпе тачă çыхăнни- не палăртнă. Хула чукун çул станцийĕ пулнă вырăнта никĕсленнĕ. «Паян Çĕмĕрле çĕршывăн оборона промышленноçĕн комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывать, ятарлă автомобильсен завочĕ тата автофургонсен комбиначĕ муниципалитет тата республика эконо- микишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ йышши çак предприятисенче производствăна çĕнетеççĕ, инвестици проекчĕсене хута яраççĕ, пысăк технологисене тĕпе хуракан ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ», — тенĕ Михаил Васильевич. Хула çыннисене çавăн пекех Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та саламланă. Д.ВОЛКОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.