100-мĕш троллейбус çула тухрĕ: Шупашкартан - Çĕнĕ Шупашкара

9 Кăрлач, 2020

«Шупашкартан Çĕнĕ Шупашкара троллейбус çÿреме пултараймасть тесе пире 59 çул каларĕç. Пысăк вольтлă электричество линийĕн айĕпе иртмеллине кура тарăн туннель чавмалла е çак ыйтăва питĕ хакла ларакан ытти майсемпе усă курса татса памалла тетчĕç. Паян тинех çак чăрмав сирĕлчĕ — Çĕнĕ Шупашкар тĕп хулапа троллейбус линийĕпе çыхăнчĕ», — савăнăçне пытармасть химиксен хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова. Вăл, журналистсем, пирĕнпе пĕрлех ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ыттисем — Шупашкарти Хĕрлĕ лапамран пирвайхи хут тапранса Çĕнĕ Шупашкара çул тытакан çĕнĕ 100-мĕш маршрут троллейбусĕн пассажирĕсем.

«Кайрăмăр!» - Михаил Игнатьев çапла каларĕ те — троллейбус ерипен хускалса çула тухрĕ. 88 /лармаллисем – 28, тăмаллисем — 60/ вырăнлă салон тăп-тулли. Çĕнĕ маршрутăн пирвайхи пассажирĕсен шутĕнче пулас кăмăллисем йышлă. Михаил Игнатьев, официаллă ытти çын валли лармалли вырăнсем те юлман. Тепĕр тесен, вĕсен ларас кăмăлĕ те пулмарĕ — ура çинче тăрсах çула кĕскетрĕç.

Вĕсен хушшинче пирĕн пеккисем кăна мар, «чăн» пассажирсем те пур. Филипповсем, авă, çемйипех çула тухнă — упăшкипе арăмĕ тата виçĕ ачи. «Аслă ывăл, Кирилл, уйрăмах савăнать, — терĕ çемье пуçĕ Алексей Михаил Игнатьевпа калаçнă май. — Çĕнĕ Шупашкарта кукамăшĕ пурăнать — малашне ун патне пĕр чăрмавсăр кайса килме пултарăп тет. Паллах, троллейбус маршручĕ уçăлни питĕ лайăх. Ирсерен-каçсерен пĕр хуларан теприне çитесси питĕ чăрмавлăччĕ, ларса каяймасăр хăшкăлни пайтах пулнă. Халь çак йывăрлăх хыçа юлать. Тепĕр енчен, ку хăрушсăрлăх енĕпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Маршруткăсемпе танлаштарайăмăн: троллейбус — чылай шанчăклăрах».

Вулакана çул çÿрев хакĕ интереслентеретех. Вăл — маршруткăсенчи пекех. Укçан тÿлес тĕк – 26 тенкĕ, карточкăпа – 25.

Çак маршрут çинче малтанлăха «мăйраксăр» тăватă троллейбус çÿрĕ. Анчах вĕсен шучĕ кĕçех 14-па танлашмалла, çапла вара, транспорт министрĕ Александр Николаев çирĕплетнĕ тăрăх, пассажирсем чарăнура троллейбус кĕтмелли вăхăт 13 минут таранах пĕчĕкленĕ. 

«Хыпар» корреспонденчĕ вара «ĕçсем каплах кайсан мĕншĕн, калăпăр, кунашкал троллейбуссене Кÿкеçе те çÿреттерес мар — унта та пассажир нумай?» тесе ыйтрĕ те — транспорт министрĕн заместителĕ Сергей Яхатин пытармарĕ: «Пирĕн çавнашкал тĕллев пур — малашне Кÿкеç еннелле те троллейбус линийĕ йĕркелес плансене тишкеретпĕр».

Паллах, «мăйракасăр» троллейбуссем ахальлисенчен хаклăрах. Ĕпхÿре туса кăларнăскерсем, министр заместителĕ каланă тăрăх, пĕри-пĕри 23 миллион тенкĕ тăраççĕ. Чăн та, Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм планĕпе килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен уйăракан хушма укçпа конкурс урлă туяннăскерсем пирĕншĕн чылай йÿнĕрех ларнă иккен — кашнине 15 миллион тенкĕпе илнĕ. 

Çĕнĕ троллейбус автономлă майпа çÿреме пултарнисĕр пуçне салонра ăшă — çакна хамăр курса ĕнентĕмĕр. Çуллахи шăрăхра вара кондиционер хута кайĕ. Салонра видеокамерăсем те пур.

Сăмах май, 100-мĕш — ăнсăртран мар. Кăçал Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлатпăр — маршрута юбилей ячĕпе çавăн пек номер панă.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас