3-7 çулсенчи ачасене укçа парĕç

25 Çу, 2020

3-7 çулсенчи ачасене уйăхсерен пама палăртакан тÿлевсем пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каласа кăтартрĕ. Вăл пулăшăвăн çак мери Чăваш Енри 38 пин ачана пырса тивессине, ку тĕллевпе кăçал 1610,1 миллион тенкĕ уйăрма палăртнине пĕлтерчĕ. 

Çемьери кашни ачана, 3-7 çулсенчисене, уйăхсерен 4770,50 тенкĕ /республикăри ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен çурри чухлĕ/ парĕç. «Ку тÿлеве çемьери вăтам тупăш пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен пĕчĕкрех пулсан илме юрать. Енчен те ашшĕ е амăшĕ ĕçсĕррисен шутĕнче тăрать пулсан — унăн тупăшне шута илмеççĕ», — терĕ министр. Вăл çак тÿлеве тивĕçес тесен заявлени çеç çырмаллине пĕлтерчĕ, ытти документпа кăтартусене социаллă хÿтлĕх пайĕ ведомствăсен хушшинчи электронлă çыхăну мелĕпе илет. Заявление Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă, Нумай функциллĕ центрта е социаллă хÿтлĕх пайĕнче çырма юрать. «Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пурăнакансем 9582 заявлени çырнă, çав шутран 98% — Пĕрлехи портал урлă. Çĕртме уйăхĕнче çемьесем кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчи çĕнетнĕ расчетпа шутласан пĕр ача пуçне 28,6 пин тенкĕ илĕç», — терĕ Алена Елизарова.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ачаллă çемьесемшĕн çакă лайăх пулăшу пулассине пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru vkonline.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас