3D технологисен олимпиадинче палăрнă
2 Apr, 2019 | Вĕрентÿ

Пуш уйăхĕн 16-29-мĕшĕсенче 3D технологисен Пĕтĕм Раççейри 4-мĕш олимпиади иртнĕ. Ăна самана ыйтакан професси ăсталăхне ăса хывса аталанма, пултаруллă шкул ачисене пулăшма йĕркеленĕ.

Олимпиадăра Раççейĕн 32 регионĕнчи 487 шкул ачи, 59 педагог-эксперт пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Чăваш Енрен Шупашкарти 4-мĕш лицей, 1-мĕш гимнази, 19, 35, 61-мĕш шкулсем, «Кванториум» ача-пăча технопаркĕ хутшăннă. «3D-фишкăсем» /12 çулчченхисем/ тата «3D Про» /14 çулчченхисем/ — çак юхăмсенче тупăшнă олимпиадăра.

Пушăн 27-мĕшĕнче олимпиадăна хутшăнакансен проектсен презентацийĕ иртнĕ. Тĕп экспертсем хак панă тăрăх, финал кăтартăвĕсенче Шупашкарти 4-мĕш лицей команди «3D-фишкăсем» юхăмра 3-мĕш вырăн йышăннă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас