42 çул та хыçа юлчĕ

2 Утă, 2014

Кашнин пурнăçĕнче шкул мĕнле те пулин йĕр хăваратех. Телее, маншăн ачалăхри пĕлÿ тĕнчи ыррипе кăна асра юлнă. Çакă пире вĕрентнĕ педагогсем чăн профессионалсем пулнинчен килет. Хăйсен предметне тарăн пĕлни, тавра курăмĕ анлă, пултарулăх шыравĕ вĕçсĕр пулни ачасенчен чăн-чăн çынсем "калăплама" витĕм кÿнĕ.

Шупашкар районĕнчи Ишек шкулĕнче кĕçĕн классенче пире Калерия Скворцова вĕрентнĕ. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине хутшăннă вăл, хăйĕн ĕçне чунпа парăннăшăн "Хисеп палли" ордена, ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн ятне тивĕçнĕ. Кĕнеке вулама юратасси унăн тăрăшулăхне пула пуçланнă.

Вăтам классенче биологие вĕрентнĕ Анастасия Дюма манăçмасть. Вăл ертсе пыракан шкул çумĕнчи сад-пахча районта тĕслĕх лаптăк шутланатчĕ. Ял çыннисем илемлĕ хăш-пĕр чечеке пуçласа кунта куратчĕç. Шкул столовăйĕ хамăрăн территорире çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе, улма-çырлапа ачасене вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех тăрантарса пурăнатчĕ. Пахча çимĕç çитĕнекен лаптăка кĕмелли "хапха", явăнса ÿсекен ÿсен-тăранран ăсталанăскер, халĕ те куç умĕнче. Çуллахи вăхăтра шкул çумĕнче ĕçпе кану лагерĕ ĕçлетчĕ. Колхоз уйĕнче тăрмашнă чухне тĕрлĕ культура çинчен уроксенче вĕреннине аса илеттĕмĕр.

Чĕлхеçĕсен пĕлĕвĕ çирĕпчĕ. Дмитрий Федоров, Людмила Тельмова, Галина Кудрявцева çут ĕçĕн отличникĕсемччĕ. Вĕсем ертсе пынипе стена хаçачĕсем, алăпа çырнă журналсем кăлараттăмăр.

Математикăна çав тери юратса вĕренеттĕм. Çакăншăн "айăпли" - асăннă предметпа пĕлÿ панă Николай Смелов. Вăл та Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Фронтра сылтăм аллине амантса çухатнăскер мирлĕ пурнăçра сулахаййипе çырма хăнăхнăччĕ. Йывăрлăхсене парăнтарма вĕрентнĕшĕн унăн умĕнче пуçăмăрсене тайма тивĕç эпир.

Физкультура урокĕсенче ГТО нормативĕсене спортăн тĕрлĕ енĕпе пурнăçламаллаччĕ. Сăнă ывăтни, йĕтре тĕртни, çÿллĕше те инçĕше сикни... - йăлтах ÿт-пĕве пиçĕхтерме усăллă пулнă. Шкулта волейбол, баскетбол, футбол площадкисем, теннис сĕтелĕ пурччĕ - кăмăл пур тăк выляма хăнăх анчах.

Физикăпа вĕрентекен Вера Илюхина пирĕн класăн ертÿçиччĕ. Вĕренекен тĕлĕшпе нихăçан та сасă хăпартса курман учитель кÿренмелли сăмах та никама каласа курман пулĕ. Килте тумалли ĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма хистетчĕ, пирĕн ăс-хакăл аталанăвĕшĕн тăрăшатчĕ. Калаçу культурине никамран ытла унран вĕреннĕ тесе шухăшлатăп. Мăшĕрĕпе, шкул директорĕнче вăй хунă Геннадий Анисимовпа /халĕ И. Яковлев ячĕллĕ ЧППИра кафедра ертÿçи, профессор/, хăйсен воспитанникĕсемшĕн вĕсем вĕрентекенрен те çÿлерех шайри çынсемччĕ. Вера Александровна каласа пĕтĕçтернин "çимĕçĕ" - эпир халĕ те пĕр-пĕринпе çыхăну тытни. Шкулпа сыв пуллашнăранпа 45 çул çитрĕ пулин те пĕр класрисемпе туслăх арканман-ха.

Вĕрентекен пулас ĕмĕтпе çунатланса нумай çул каялла пединститут алăкне ярса уçнă май хама юратнă педагогсен шутĕнче курни ăнсăртран мар. Вĕрентекенсем тĕлĕшпе мана чăннипех ăнчĕ. Акă хам доска умне тăрса урок ирттерме пуçăннăранпа та 42 çул хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта мĕншĕн ку профессие суйларăм-ши тесе пĕртте ÿкĕнмен.

 

Шупашкар районĕнчи Ишек вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ

Рубрика: