5 автомобиль çапăннă

21 Çу, 2018

Паян, çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Шупашкарта çул çинче пысăк авари пулнă, харăсах 5 автомобиль çапăннă, вăл шутра — маршрутка. Инкек 7 сехет те 30 минутра Сĕнтĕрвăрри çулĕ çинче, Питтукасси ялĕ çывăхĕнче, пулнă.

Шупашкартан килекен 331-мĕш маршрут водителĕ хăвăртлăха шута илмесĕр «Мицубиси» çине пырса кĕнĕ, асăннă иномарка хăйĕн умĕнчи «БМВна» тăрăннă. Вăчăра йĕркипе «Форд», «Лада Калина» шар курнă.

Микроавтобусри икĕ пассажира больницăна леçнĕ. Авари вăхăтĕнче салонра 17 çын пулнă. Халĕ инкек сăлтавне уçăмлатаççĕ.

 

Теги: 

Комментари хушас