72 çул пĕрле пурăнакан мăшăра саламланă

15 Çу, 2020

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян 72 çул пĕрле пурăнакан мăшăра — Тăвай салинчи Аввакумовсене — Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕпе видеоçыхăну мелĕпе саламланă.

Димитрий Ивановичпа Екатерина Яковлевна 1948 çулта пĕрлешнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те çыхăну тытăмĕнче тăрăшнă, ĕçне пулах паллашнă та. Димитрий Аввакумов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Ун пирки тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн кăçалхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче тухнă номерĕнче вулама пулать. Аввакумовсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ вĕсен 5 мăнук тата 8 кĕçĕн мăнук.

«Эсир вăрçă çулĕсен пĕтĕм йывăрлăхне чăтса ирттернĕ, çакă сирĕншĕн пурнăçри хушма тĕрĕслев пулса тăнă. Эсир çакна пăхмасăр пĕр-пĕрне хакланă, хăвăр ачăрсене тата ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă», — тенĕ Олег Николаев. Вăл Аввакумовсене «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» медальсемпе наградăланă.

www.hypar.ru www.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас