Ача-пăча Акатуйĕнче чăвашлăхпа сывларĕ парк

21 Çĕртме, 2017

Ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен чăвашсем Акатуйра савăннине ачасем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Халĕ те çак ырă йăлана манăçран кăлармастпăр. Чăваш Енĕмĕрĕн сумлă уявĕ — Республика кунĕ — умĕн паян, çĕртмен 21-мĕшĕнче, Шупашкарти А.Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче «Ача-пăча Акатуйĕ» конкурс фестивль иртрĕ.

Тăваттăмĕш çул Шупашкар хула администрацийĕ çак уява йĕркелет. Ытти çул унта тĕп хулари шкулсем çумĕнче ĕçлекен лагере çÿрекенсем хутшăннă. Кăçал вара Шупашкар районĕнчен, Çĕнĕ Шупашкартан та делегацисем килнĕ. «Çитес çул ытти районсене те чĕнĕпĕр. Фестивале республика шайне кăларăпăр», — палăртрĕ Шупашкарти централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ Любовь Кузнецова. Çĕнĕлĕхсем татах та пур: «Ача-пăча çĕршывĕ» этно-квест.

Уявра наци тумĕн, чăваш тĕнчи çинчен çырнă кĕнекесен куравĕсем ĕçлерĕç. Сăн ÿкерĕнмешкĕн ятарлă вырăн уйăрнă, ăна чăваш килĕ евĕр хатĕрленĕ. Ĕнер парк чăвашлăхпа сывларĕ. Ачасене халăх йăлисем çинчен нумай çĕннине пĕлме, туссем тупма май пулчĕ.

Виктория МОЧАЛОВА, Шупашкар районĕнчи Ишлей шкулĕ:

— Эпĕ 8-мĕш класа куçрăм. Эпир «Анне» юрăпа тата чăваш ташшипе сцена çине тухрăмăр. Çулсеренех эпир районта иртекен Акатуя хутшăнатпăр, кăçал вара кунта пĕрремĕш хут килтĕмĕр. Эпĕ шкулти «Светлячок» ташă ансамбльне вăтам ушкăна çÿретĕп, ăна Елена Федотова ертсе пырать. Пирĕн коллектив пысăк. концертсене тухса çÿреме, уявсене хутшăнма питĕ юрататпăр. Çавăнпа паян кăмăл питĕ савăк.

Лариса БУТАРОВА, Шупашкарти çул çитменнисен ача-пăча реабилитаци центрĕн инструкторĕ:

— Эпир пĕрремĕш хутчен ку уявра. Пурĕ вунă ачана илсе килтĕмĕр. 5 хĕр ача «Çуркунне» ташăпа сцена çине тухрĕç, Лиза Стяжкова «Асамат кĕперĕ» юрă шăрантарчĕ /музыка ертÿçи Ольга Моисеева/. Тĕрлĕ вăйă лапамĕсенче пултăмăр. «Хула паттăрĕ» ята çĕнче илессишĕн Кирилл Андреев ринга тухрĕ, диплом çĕнсе илчĕ. Ÿкерчĕксен конкурсĕнче Галина Буторовăн ĕçĕ 1-мĕш вырăна тухрĕ. Çумăр çурĕ пулин те Акатуй хаваслă кăмăл парнелерĕ. Асăнмалăх сăн ÿкерĕнтĕмĕр.

 

 

Теги: 

Комментари хушас