Ача-пăча пултарулăхĕн ÿнер конкурсĕ иртет

18 Çу, 2020

Шупашкарта ача-пăчан ÿнер пултарулăхĕн «Манăн тăван тăрăхăм – манăн Чăваш Ен» республикăри онлайн-конкурс иртет. Пултарулăх ăмăртăвне 2012 çулта пуçарнă. Кăçалхине Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

Кăçалхи ăмăртăва 7 çултан пуçласа 17 çулчченхи 359 ача хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем тăратнă тематика, сюжетлă ĕçсенче тăван тăрăхри паллă çынсемпе, чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе, наци уявĕсемпе паллаштарнă. «Ачасен ĕçĕсене Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Виктор Бритвин ертсе пыракан сумлă комисси онлайн мелпе тишкерет. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсем çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă пулĕç», – тенĕ Шупашкарти 6-мĕш художество шкулĕн методисчĕ Дмитрий Ефимов.

СĂМАХ МАЙ

Республика шайĕнчи конкурс учредителĕ – Шупашкар хула администрацийĕн культура тата туризм управленийĕ. Ăмăртăва Акцыновсем ячĕллĕ Шупашкарти 6-мĕш художество шкулĕ тата Чăваш Енри художник-педагогсен пĕрлешĕвĕ ирттереççĕ.

www.hypar.ru gcheb.cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас