Ача садĕнчи çамрăк теннисистсем ăмăртнă

3 Çурла, 2018

«Эпĕ спорта суйлатăп» проектпа килĕшÿллĕн Шупашкарти ача сачĕсенче спорт мероприятийĕ тăтăшах иртет. Унта шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕ те, педагогсем те, республикăри паллă спортсменсем те хастар хутшăнаççĕ.

Ачасем кашни эрнерех пĕр-пĕр спорт тĕсĕпе паллашаççĕ, унчченхи пĕлĕвне çирĕплетеççĕ. 113-мĕш ача садĕнче шкул çулне çитменнисене сĕтел çи теннис вăййине вĕрентекен «Хăвăрт ракетка» клуб ĕçлет. Занятисенче инструктор ачасене вăйăри тĕп йĕркепе паллаштарать. Çамрăк теннисистсем ракеткăпа тата мечĕкпе хатĕрленÿ хăнăхтарăвĕсене пурнăçлаççĕ, вĕсене тĕрĕс тытма, тăма, çапса пама тата ыттине те вĕренеççĕ.

Мĕн вĕреннине ачасем 83-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсемпе вылянă чухне кăтартнă. Финалта туслăх çĕнтернĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас