Ачасăр пурнăç - калчасăр уй-хир

11 Çурла, 2016

Йышлă çемьере ача-пăча туслă çитĕнет. Пĕр-пĕрне пулăшса, итлесе ӳсеççĕ вĕсем. Çавна май ĕçченлĕхпе палăраççĕ. «Алешăпа Сашăна эпĕ яланах шанатăп. Хам унта-кунта каймалла пулсан шăллĕпе йăмăкĕсене пăхаççĕ, апат çитереççĕ, алăран ямаççĕ», - тет Юлия Макова. Вăл каланă тăрăх - ывăлĕ Алеша тахçанах кĕтӳ те кĕтет. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче вăл 5-мĕш класа кайĕ. Ултă çулти Настя вара тирĕк-чашăк çума кăмăллать. «Ĕçлекен ачана чарас килмест, пĕчĕккĕн хăнăхтăр», - малалла сӳтĕлет сăмах çăмхи.

Пурнăçа сыпăнтарма çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Ĕнесĕр пуçне сысна та чылай. Вĕсене çăвăрлаттараççĕ, çурасене сутаççĕ. Унсăр пуçне ашлăх та тытаççĕ. Çакăн чухлĕ выльăха пăхма çăмăл мар паллах. Кунĕн-çĕрĕн ĕçлемелле. Юрать, ачисем пулăшаççĕ ашшĕ- амăшне. Пысăккисене кура пĕчĕккисем те ĕç патне туртăнаççĕ.

Çичĕ ача, çичĕ телей. Асли Николай 22 çулта, кĕçĕнни Вика - çулталăк та сакăр уйăхра. «Хамăр та улттăн пĕртăван ӳснĕ, упăшкасем те çиччĕн çитĕннĕ. Йышлă çемьере пурăнма та хаваслă. Ара, ачасем кил-çурта илем кӳрекенсем-çке. Вĕсемсĕр пурнăç кичем», - кăмăллăн калаçать Юлия Васильевна.

Амăшĕн капиталĕпе çемье Шурут ялĕнче çурт туяннă. Халĕ унта пурăнаççĕ. Кунсерен мĕн те пулин ăсталаççĕ. Выльăх валли çĕнĕ витесем тунă. Паян кун картише илем кĕртеççĕ. «Нумай ачаллă çемьесене патшалăх çурт-йĕрпе тивĕçтерни çинчен илтнĕ-и эсир?» - ыйтрăм кил хуçи хĕрарăмĕнчен. «Темиçе çул каялла ял тăрăхне ыйту çырса панăччĕ. Ун чухне пирĕн пилĕк ачаччĕ. Черетре тăратпăр, анчах çитĕ-ши вăл?» - иккĕленчĕ хĕрарăм. Унтанпа çемьене тепĕр икĕ чун хушăннă.

Никама шанманран хăйсен вăйĕпех ура çине тăма тăрмашаççĕ вĕсем. Пӳрт-çуртне çавăраççĕ, ачисене шкула, садике кайма хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне аслă хĕрĕн Ксюшăн туйне кĕрлеттерĕç çак шăматкун. «Ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурне те пурнăç çулĕ çине кăларасчĕ, пил парса мăшăрлантарасчĕ», - пĕтĕмлетрĕ шухăшне Юлия Васильевна.

Шурут ял тăрăхĕнче 7-8 ачаллă çемье текех çук. Кун пирки эпĕ ял тăрăхне шăнкăравласа пĕлтĕм. Фаягел Абзалилова специалист асăннă тăрăхра нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтернине астумасть. Ку тĕлĕшпе район администрацине шăнкăравлама ыйтрĕ вăл. Çавна май строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх уйрăмне ертсе пыракан специалист-экспертпа Валентина Хораськинăпа çыхăнтăм. «Шурутра пурăнакан Юлия Макова черетре 4-мĕш вырăнта тăрать. Пĕлтĕр районта нумай ачаллă икĕ çемьене - Тукай тата Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕсенче - çурт-йĕрпе тивĕçтертĕмĕр. Кăçал вара пĕр çурт та туман. Çавна май черет хальлĕхе малалла шумасть. Документсене эпир çĕнетсех тăратпăр, Юлия Васильевнăн 7 ача пулнине пĕлетпĕр. Черет ыйтăвĕпе Шурут ял тăрăхĕн ертӳçи те пĕрмаях кăсăкланать», - терĕ вăл.

Мĕнех, «йăвари кайăка» шанмалли çеç юлать. Вăл вара вырăнтах пултăрччĕ.

Валентина МАКСИМОВА.

Комсомольски районĕ.

Автор сăнӳкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.