Ачасем çăлнă

9 Çĕртме, 2014

Вăрнар районĕнчи Аçăмçырминчи Олегпа Максим Федоровсем - пиччĕшĕпе шăллĕ, 16 тата 14 çулсенчисем - çак кунсенче пĕвере путма пуçланă арçынна çăлнă.

Çул çитменскерсем çыран хĕррине çитнĕ вăхăтра унта аслисен ушкăнĕ каннă. Сасартăк шăв-шав çĕкленнĕ: 43-ри арçын, шывра ишекенскер, куçран çухалнă-мĕн. Вăл тăнне çухатма пултарнине чи малтан пĕр тăвансем тавçăрса илнĕ. Ун пек чухне кашни çеккунт хаклă-çке. Максим тÿрех шыва сикнĕ, анчах шар курнăскерне тÿрех тупайман. Тепре шыв айне ансан тин тупнă, пиччĕшне пулăшмашкăн чĕннĕ. Вĕсем иккĕшĕ арçынна туртса кăларнă, медицина ĕçченĕсен аллине панă.

Федоровсем инкек пулнă вырăнтан инçех мар пурăнаççĕ. Утă çулнă хыççăн вĕсем амăшĕнчен пĕве патне каймашкăн ирĕк ыйтнă иккен. Ятарлă оборудованипе тивĕçтермен çĕрте шыва кĕни хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине пĕлсе амăшĕ вĕсене ярасшăнах пулман, çапах килĕшнĕ. Ачасем вара унта хăйсене чăн паттăрсем пекех кăтартнă.

Рубрика: 

Новости по теме