Ачасемпе çамрăксем - ХĂРУШСĂРЛĂХШĂН

30 Ака, 2015

Нумай пулмасть Шупашкарта «Çамрăк талантсем - хăрушсăрлăхшăн» Пĕтĕм Раççейри фестиваль регион тапхăрĕнче иртрĕ. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул, Раççей МЧСĕ 25 çул тултарнине халалланă акцие Атăлçи тăрăхĕн пултаруллă ача-пăча тата çамрăксен ушкăнĕсем «Салют» Культура çуртне пухăнчĕç.

Конкурс тĕллевĕсенчен пĕри - пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе çитĕнекен ăрăва тĕплĕнрех паллаштарасси. Унта хутшăнакан кашни ача, ушкăн куракансене инкекрен епле сыхланмаллине, унпа мĕнле кĕрешмеллине, хăйсен пăшăрханăвне каласа-кăтартса памаллаччĕ.

Республикăн тĕрлĕ районĕнчен, Мари Элтан, Тутарстантан, Мордва Республикинчен пухăннă 400 çамрăк «Вокал искусстви», «Автор е бард юрри», «Хореографи искусстви», «Театр искусстви. Агитбригада» тата «Литературăпа музыка композицийĕ» номинацисенче тупăшрĕ.

Сцена çинче кăтартнă кашни номер хăйĕн çивĕчлĕхĕпе, илемлĕхĕпе, шухăш тĕшшийĕпе куракансен чунне пырса тиврĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем те, аслăраххисем те вут-çулăмпа кĕрешекен паттăрсем çинчен, пушар хăрушлăхĕ пирки юрларĕç, сăвăсем каларĕç. Вутпа асăрханса та тĕрĕс усă курмаллине сценкăсенче, ташăсенче туллин сăнарларĕç.

Чи пултаруллисем те маттуррисем вара çаксем пулчĕç, «Театр искусстви. Сăвă» номинацире Мария Камкинăпа Илья Гаршин /Мордови/ - 1-мĕш тата 2-мĕш, Александр Кузьминых /Мари Эл/ 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Чăваш Енрен Татьяна Алексеева /Шупашкар/ - 1-мĕш, Алексей Тихонов /Çĕнĕ Шупашкар/ - 2-мĕш, Руслан Черягин /Шупашкар/ 3-мĕш тухрĕç.

«Театр искусстви. Агитбригада» номинацире «Экстрим» ушкăн /Мари Эл/ - 1-мĕш, Хусанти 89-мĕш шкул вĕренекенĕсем 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Чăваш Енрен «Вĕри чĕресем» çамрăк пушар хуралçисен дружинипе /Шупашкар/ «Çăлавçă» /Шупашкар районĕ, Çĕньял Покровски шкулĕ/ 1-мĕш вырăна пайларĕç, 2-мĕш вырăна «На краю» театр студийĕ /Шупашкар/ тухрĕ. 3-мĕш вырăна Улатăр тата Патăрьел районĕсен ушкăнĕсем çĕнсе илчĕç.

«Вокал искусстви» номинацире Людмила Дригерт /Мордови/ - 1-мĕш, «Звездочка» ушкăн /Мари Эл/ - 2-мĕш, Вероника Мамонова /Мордови/ 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Чăваш Енрен малтисен йышне Ксения Дунина, «Хĕрсем» ТРИО /Шупашкар/, Татьяна Чебуркова /Çĕмĕрлери 2-мĕш шкул/, Екатерина Ильичева /Шупашкар/ тата София Дудина /Çĕмĕрле/ кĕчĕç.

«Хореографи искусстви» номинацире 1-мĕш вырăна «Вдохновение» /Мордови/ тухрĕ. Чăваш Ен ушкăнĕсенчен чи маттуррисем «Асамат кĕперĕ» /Муркаш районĕ/ ансамбль, "Хĕлхем" /Улатăр/, «Тĕкĕр» /Пăрачкав/ хореографи студийĕ тата «Ташă империйĕ» /Çĕнĕ Шупашкар/ пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене парнепе, кубокпа тата дипломпа чысларĕç.

- Сцена çинче лартнă пур номер те кирлĕ те çивĕч пулчĕ. Вĕсене Шупашкарта иртекен халăх йышлă пухăнакан мероприятисенче кăтартсан та аванччĕ. Çак тематикăна çутатакан юрă-ташă, тĕрлĕ сценка пурне те тепĕр хут хăрушсăрлăх пирки шухăшлама хистĕччĕ, - терĕ Раççей МЧСĕн ЧР управленийĕн ертÿçи Станислав Антонов генерал-майор мероприяти вĕçĕнче.

Светлана Сергеева республикăри Пĕтĕм Раççейри пушара хирĕç кĕрешекен ирĕклĕ общество уйрăмĕн председателĕ фестивальте хастарлăхпа палăрнă ачасемпе çамрăксене, вĕсене тивĕçлипех хатĕрленĕ ертÿçĕсене тав сăмахĕ каларĕ. Малашне те малтисен йышĕнче пулма ăнăçу сунчĕ.

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.