Ачасемшĕн аслисем яваплă

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Пĕтĕм тĕнчери ача кунне халалласа Шупашкарта чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ ятарласа профилактика рейчĕ Ирттерет. Ăна йĕркелеме сăлтавĕ пысăк - кăçалхи 10 уйăхра республикăра ачасемпе çыхăннă 200 яхăн авари регистрациленĕ, 5 ача вилнĕ, 204-шĕ аманнă. Çавăнпа асăрхаттару ĕçĕ пирки полицире самантлăха та манмаççĕ.