Ачасен канăвне йĕркелекенсен форумĕ

24 Пуш, 2018

Шупашкарта ачасемпе çамрăксен керменĕнче паян ачасен канăвне йĕркелекенсен республикăри форумĕ иртрĕ. Ăна уçиччен хăнасем керменти фойери куравра ачасен ĕçĕсемпе паллашрĕç. Форума Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Вăл ачасен канăвне хăрушсăрлăхра, кăсăкла та усăллă ирттерессишĕн бюджетран уйăракан укçа калăпăшне чакарманнине палăртрĕ. "Кĕçех çу çитĕ. Ашшĕ-амăшĕ, ачасем ырă сăмах калаччăр тесе пирĕн сирĕнпе тăрăшса ĕçлемелле, ăнăçу сире", - ачасен канăвне йĕркелекенсене чĕнсе каларĕ Михаил Васильевич.

Тĕрлĕ кану лагерĕсен ертÿçисем республика пуçлăхĕнчен Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Кудряшов кану лагерĕсен эмблема логотипне ÿкерсе малти вырăнсене йышăннă шкул ачисене чысларĕ.

Надежда ИВАНОВА, Шупашкарти технологипе управлени академийĕн ертÿçин çумĕ:
- Эпир паян кунта чыслава килтĕмĕр. Манăн ывăл ачасен кану лагерĕсен эмблемине ÿкерсе наградăна тивĕçрĕ. Форум кăмăла кайрĕ, чылай çĕннине пĕлтĕм. Ашшĕ-амăшĕ пуçтарăннă аудиторире  пулма тÿр килчĕ. Унта çуллахи каникулта ачасем каннă вăхăтра сиксе тухма пултаракан ыйтусене сÿтсе яврăмăр.

Юлия КУЗЬМИНА, Вăрмар районĕнчи Арапуç шкулĕн вĕрентекенĕ, аслă вожатăйĕ:
- Çакăн пек форума пуçтарăнни питĕ килĕшрĕ. Ачасен канăвне йĕркелеме çĕнĕлĕхсемпе паллашрăмăр. Шкулсен, кану лагерĕсен  методисчĕсем, педагог йĕркелÿçисем пуçтарăннă аудиторире ачасемпе пĕрлех çĕнĕ вăйăсене ăса хыврăмăр. Ачасемпе пуçласа ĕçлекенсем валли ку мероприяти тата пĕлтерĕшлĕрех тесе шухăшлатăп.

Теги: 

Комментари хушас