Ачашăн – уйăхри тÿлев, ытти пулăшу

17 Кăрлач, 2018

Çемье институтне çирĕплетесси республика Правительствин пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ шутланать, граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă бюджет обязательствисем чыслăн пурнăçланса пыраççĕ. Кăçал çак тĕллевпе 6 миллиард ытла тенкĕ тăкаклама палăртнă. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатмашкăн Чăваш хутлăхĕнче социаллă пулăшăвăн тĕрлĕ ĕç вăй илнĕ: 2012 çултанпа 4 пин ытла çемье республикăри амăшĕн капиталĕн укçипе усă курнă, 6 пине яхăн çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ, виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă е усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕ уйăхри укçа тÿлевне кăçал çĕнĕрен илсе тăма тытăннă. Çак тата ытти ыйту тĕп вырăнта пулчĕ Правительство çуртĕнче кăрлачăн 11-мĕшĕнче ирттернĕ ведомствăсен хушшинчи пресс-конференцире.

Тата тепĕр пособи

2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен социаллă тÿлевĕн çĕнĕ пособийĕ пама тытăннă. Ăна пĕрремĕш ачана çуратнă ашшĕ-амăшĕ пепки çулталăк çурăна çитиччен уйăхсерен илсе тăрать. ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев çирĕплетнĕ тăрăх, кăçал унăн виçи 8910 тенкĕпе танлашать. <...> Патшалăх Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн социаллă пулăшăвăн асăннă мерине ятран параççĕ. Ăна пирĕн регионта кашни çын пуçне тивекен тупăш пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçен /ку кăтарту 9330 тенкĕпе танлашать/ 1,5 хут пысăкрах сумминчен иртмен çемьесене тÿлеççĕ. Урăхла каласан, унăн пĕр членĕн тупăшĕ —13995, упăшкипе арăмĕн /çут тĕнчене килнĕ çĕнĕ кайăка шута илсе/ 41985 тенкĕрен ытлашши пулмалла мар. Кун пек чухне пĕтĕмĕшле суммăна шалăва, премие, пенсие, социаллă пособие, стипендие, тĕрлĕ компенсацие, алимент укçине тата ыттине /налук хуричченхи виçепе/ кĕртеççĕ. <...> Заявление ача çуралнă хыççăн 1,5 çулталăк иртиччен кирек хăш вăхăтра пама юрать: малтанхи 6 уйăхра çырсан пособие пепке çуралнă кунранах палăртаççĕ, каярах юлсан — заявлени панă кунран. Çулталăк иртсен асăннă пособи ирĕкне çирĕплетмешкĕн документсене тепĕр хут тăратмалла.

Амăшĕн капиталĕн шучĕпе

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева палăртнă тăрăх, федерацин иртнĕ çулхи 432-мĕш саккунĕпе амăшĕн капиталĕн программине 2021 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсни те ачаллă çемьесемшĕн — ырă пулăм. <...> 

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен капитал укçипе усă курмалли мелсене те улшăну кĕртнĕ: ачана садике çÿретме тата лицензиллĕ шкул умĕнхи учреждение унчченхи пек вăл 3 çул тултарсан мар, çуралсанах илсе пыма юрать; шкул умĕнхи учрежденин лицензи пурри те çителĕклĕ /ку таранччен вĕренÿ программин аккредитацийĕ кирлĕ пулнă/; вĕрентÿ организацийĕн лицензине граждансен илсе пымалла мар — пенси службин специалисчĕсем çирĕплетеççĕ.

Çÿлерех асăннă саккунпа килĕшÿллĕн кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çуралнă /усрава илнĕ/ иккĕмĕш ачашăн вăл 1,5 çула çитиччен амăшĕн капиталĕн шучĕпе ĕçлекен халăха 2017 çулхи иккĕмĕш кварталта çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 1,5 хут е 13995 тенкĕрен сахалрах тупăшлă çынсемлĕ çемьесене уйăхсерен укçа тÿлеççĕ. Унăн сумми пĕлтĕрхи иккĕмĕш кварталта ачасене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе — 8910 тенкĕпе — танлашать. <...> Уйăхри тÿлев ыйтăвĕпе Пенси фондне е МФЦна пымалла. <...>

 

Республикăри программăна тăснă

Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене паракан 100 пин тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталĕн республикăри программине 2021 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăснă. <...> Тулли верси...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.