Ăçта çуралать-ха кĕнеке?

26 Пуш, 2015

Ача-пăча кĕнекин эрнине халалласа иртнĕ эрнере Шупашкарти Л.Кассиль ячĕллĕ вулавăшра «Ăçта çуралать-ха кĕнеке?» ятпа хăйне евĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç кунти ĕçченсем. Тĕп хуламăрти 43-мĕш шкулти виççĕмĕш класс вĕренекенĕсем Чăваш кĕнеке издательствин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултарчĕç.

Библиотекарьсем каласа панине çăвар карсах итлерĕç арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем. Чăваш кĕнеке издательстви предприяти кăна мар, вăл - кĕнеке килĕ те. Кунта çĕнĕ кăларăмсем кун çути кураççĕ. Вĕсем республикăмăрти шкулсемпе библиотекăсене, кĕнеке лавккисене туххăмрах çитеççĕ. Кунсăр пуçне çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесне те саланаççĕ. Çапла майпа «ăс-тăн çимĕçĕсем» учительсемпе ачасене те, ашшĕ-амăшне те савăнăç кÿреççĕ. Паха кĕнеке вара çывăх юлташ пулса тăрать. Ăна вуласа тухсассăн та айккине пăрахса ямастăн, çÿлĕк çине хурса ун пирки манмастăн. Пачах тепĕр май, тăтăшах уçкаласа пăхатăн. Тĕлĕнмелле-тĕр, анчах кашнинчех хăвна валли мĕн те пулин çĕннине, унччен асăрхаманнине, тупатăн.

Кĕнеке пирĕн алла лекиччен мĕнлерех тапхăрсем витĕр тухать-ха? Сĕтел çинчи çăкăрăнни пекех вăрăм иккен унăн çул-йĕрĕ. Тар тăкмасăр, йывăрлăхсене парăнтармасăр нимĕн те пулмасть. Япăххи кăна хăй тĕллĕнех шăтса тухать, вăй илет. Ырришĕн вара самаях тертленме тивет. Издательствăна çитнĕ алçырупа паллашнинчен пуçланать кĕнеке кăларасси. Текста вуласа якатаççĕ, пулас кăларăма калăплаççĕ, пичете яма хатĕр- леççĕ, кайран çĕлеççĕ... Ку ĕçре пысăк йыш тăрăшать: литература, ÿнер, техника редакторĕсем, калăплавçăсем, художниксем, фотографсем, типографи ĕçченĕсем...

Мероприятире библиотекарьсем каласа панисĕр пуçне ятарлă презентаци те кăтартрĕç. Пуян историллĕ издательство (кăçал 95 çулхи юбилейне паллă тăвĕ) ĕçĕ-хĕлĕпе туллинрех паллашма пулăшрĕ вăл. Çамрăк вулавçăсем валли «Чăваш кĕнеке издательстви - ачасене» ятпа пĕчĕк курав та йĕркеленĕччĕ. Кунта виççĕмĕш классем кĕнекесене уçса пăхма, ÿкерчĕксене пахалама пултарчĕç.

Çак кунах Шупашкарти 43-мĕш шкулти вуннăмĕш класс вĕренекенĕсем Чăваш кĕнеке издательствин PR-специалисчĕпе Надежда Осиповăпа тĕл пулчĕç, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. 2015 çул предприятишĕн юбилейлă кăна мар, уйрăмах яваплă та. Ара, çĕршывăмăрта Литература, Чăваш енре Константин Иванов çулталăкĕсем-çке-ха. Кунсăр пуçне совет салтакĕсем ылханлă тăшмансене çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине паллă тăватпăр кăçал. Çавна май издательство ĕçченĕсем те хăйсен умне çирĕп тĕллевсем лартнă. Вулакана паха литературăпа тивĕçтересси, паянхи вулавçă кăмăлне шута хурса ĕçлесси, самана таппипе тан пырасси тĕп вырăнта. Лайăх кĕнеке вара хăйĕн вулаканне тупатех.

Паянхи кун тĕлне Чăваш кĕнеке издательстви - тĕрлĕ енлĕ литература кăларакан предприяти. Повесть-роман вулама юратакансем те, поэзие парăннисем те, ăслăлăх хутлăхĕнче тĕпчевсем ирттерекенсем те, пĕлÿ тĕнчине пĕрремĕш утăмсем тăвакансем те, тăван ен историйĕпе кăсăкланакансем те, чĕлхене вĕренес текенсем те - кашниех хăйне валли кирлĕ кĕнеке тупма пултарать. Издательствăн «Книжные новинки» лавккисем пурри те ку ĕçе çăмăллатать.

Надежда Андреевна вĕренекенсене паллăрах кăларăмсемпе паллаштарчĕ, ятарлă серисем çинчен каласа пачĕ, çавăн пекех «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса хутшăнма йыхравларĕ. Хаклă тантăшăмăрсем, сире те аса илтеретпĕр. Пултарулăх ăмăртăвĕ пилĕк номинаципе иртет: «Интереслĕ кĕнеке» темăпа çырнă чи лайăх сочинени е калав* «Манăн юратнă сăнар» темăпа тунă чи лайăх ÿкерчĕк* «Вулама сĕнетĕп!» темăпа хатĕрленĕ чи лайăх плакат, буклет, листовка, открытка е календарь (вулавăн пĕтĕмĕшле е кăмăла кайнă кĕнекен реклами)* «Ача аллипе хатĕр-ленĕ кĕнеке» - вĕренекен хăй çырнă сăвви-калавĕнчен е заметки-очеркĕнчен тăракан алăпа ăсталанă кĕнеке* «Кĕнеке - пирĕн çемьен чи лайăх тусĕ» темăпа çырнă чи лайăх эссе - кĕнекен этем тата çемье пурнăçĕнчи вырăнĕ пирки. Ĕçсене 2015 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшченех йышăнаççĕ. Эппин, шухăшламалăх, ÿкермелĕх-çырмалăх вăхăт пур. Çапах та ĕçĕрсене вăраха ямасăр пурнăçлăр. Кая юлсан каю шăтать тесе ахальтен каламан ваттисем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.