Ăçта хĕвел?

28 Çĕртме, 2014

Çуркуннене Марина кашни çулах йăваш кулăпа кĕтсе илет. Çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăт чун-чĕрине темле асамлăх кÿрет тейĕн.

Анчах кăçал кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл юрри те çамрăк хĕрарăм чĕрине витереймерĕ. Çуркунне çитнине туймасть те тейĕн. Хĕвел пайăркисем çан-çурăма ăшăтсан та чун-чĕри патне çитеймеççĕ-ши?

Ытти çулсенчи пек Юрату сăмсахĕ патнелле те туртăнмасть хĕр. Шăпах çавăнта Сашук юратни çинчен пĕрремĕш хутчен пĕлтернĕччĕ. Асĕнче те савăк самантсенчен çавă çеç тăрса юлнă унăн. Темиçе çул пĕрле пурăннă тапхăра аса илме чарать вăл хăйне. Анчах çав вăхăта шурă çÿçĕсем манма памаççĕ-çке.

..."Юрататăп сана" - тенине илтсен Марина тăп чарăнчĕ те мĕн каламаллине пĕлмерĕ. Пĕр шухăшласан - тахçанах кĕтнĕ сăмахсем. "Çак вырăнта суйма юрамасть. Чи черчен туйăма кÿрентерĕн капла", - терĕ те малалла утрĕ. Савăнăçпа тулнă куçне кăтартма именчĕ вăл.

Ялан шухăшлă çÿрекен Маринăн сăнĕнче йăл кулă палăрма пуçланине тÿрех асăрхарĕç тусĕсем. "Юратса пăрахрăн пулмалла эсĕ?" - тесе йĕкĕлтешсе илекен те тупăнчĕ. Хĕр патне Сашук кашни кун тенĕ пек килсе çÿренĕрен вахтершăсем те турткалашса тăмасăрах ирттерсе яма тытăнчĕç ăна.

"Çавнашкал хĕре алăк уçса кĕртме те тавçăрса та илеймест вĕт", - персе ярать юнашар пÿлĕмре пурăнакан Леня хĕрпе каччă машинăна епле ларнине сăнаса тăнă май. Вăл Сашука ăмсаннине те, кĕвĕçнине те унчченех сиснĕ-ха Марина тусĕсем. Халĕ вара курчĕç те, илтрĕç те. Вĕсем Леньăна шеллерĕç. "Маларах ма пĕлтермерĕн-ха хăвăн туйăмусем пирки? Марина та сана кăмăлланине пĕлеттĕн вĕт. Мĕн кĕтрĕн ку таранччен? Ав Сашук ăна пĕрре курнипех тыткăна илчĕ. Машини-мĕнĕ пур-ха унăн. Анчах та питĕ вĕçкĕн-çке вăл. Акă, пăхса тăр, нумайлăха тăсăлмĕ вĕсен хутшăнăвĕ", - лăплантарма тăрăшрĕç хĕрсем куçĕ шывланнă яша.

...Сăнĕпе илĕртÿллĕ Леня хĕрсем хăйсем унпа сăмах пуçарнине хăнăхнă. Маринăран та çакнах кĕтрĕ-ши? Хĕр вара, классика хайлавĕсемшĕн каçса каяканскер, каччăн пĕрремĕш утăм тумалла тесе шухăшлать. Пике Леньăна ăшă куçпа пăхнине юлташĕсем те асăрханă-ха. Каччă та хĕре кăмăллани палăрать. Анчах вăл пÿлĕмне килсех уçăлса çÿреме е ташă каçне чĕнекен чиперккесене хирĕçлеймест. Çакна курса тăракан Марина куççульне шăла-шăлах пĕр каçхине Сашукпа кинона кайма килĕшет. Самай аслăрах каччă вара таса хĕре алăран вĕçертес маррине пĕлсех тĕл пулма йăлăнать...

Маринăн пĕлĕшĕсем калани тÿрре тухмасть. Мĕн вĕренсе тухичченех Сашук ун патĕнчен татăлмасть. Темиçе çул хушшинче пĕр-пĕрне хăнăхса та çитеççĕ вĕсем. Анчах каччăна пачах та пĕлменни пĕрле пурăнма пуçласан тин палăрать. Малтанах хваттере хăтлăх кĕртес тесе ăшталансах вăхăт иртет вĕсен. Тепĕр чух çĕрлечченех тăрмашаççĕ вара. Çамрăк арçынпа танах ĕçлекен Марина хырăм айĕ ыратнине туять-ха. Çапах шарламасть, хăвăртрах юсав ĕçĕсене вĕçлесшĕн-çке. Пĕр ирхине чăтмалла мар ыратнипе вăранса каять вăл, çывăрмалли кĕпине пăхать те - юн кайнипе хĕп-хĕрлех.

Наркоз витĕмĕнчен тухса пынăçемĕн унăн куççулĕпе нÿрелсех пырать минтер. Чĕри айĕнче тĕвĕленнĕ пепкин ĕмĕрĕ кун çути курмасăрах вĕçленнине йышăнма ай! мĕнле йывăр-çке. Куляннипе Марина начарлансах каять. Çынран ютшăнма тытăнать вăл.

Сашук та улшăнать. Тĕрĕссипе, Марина ăна курмасть те. Çĕрлесенче тин килет. Ирхине вара хĕрарăмăн аслă шкула васкамалла. Канмалли кунсенче те пулин ларса калаçма май килмест. "Киле валлиех тăрăшать вĕт", - тесе лăплантарать-ха хăйне çамрăк хĕрарăм. Çемье пуçĕн укçине алла тытса курман пулин те шанăçне çухатмасть-ха вăл. Амăшĕ тата "Качча кайнă тăк - чăтмалла", - тесех тăрать.

Вăхăта диплом ĕçĕ çырас вырăнне Марина упăшкине шыраса ирттерчĕ. Преподаватель ĕçе курсанах ятлаçса тăкрĕ ăна. Унччен ушкăнра тĕслĕх вырăнне лартакан студентка ĕçĕ çак шайра пуласса кĕтмен имĕш. Куççуль витĕр çĕнĕрен ĕçе пикенет Марина. Çакă кăна ăна йывăр шухăшсенчен хăтăлма пулăшать.

Пĕлĕшĕсем Сашук унчченхи савнийĕ патне çÿреме тытăнни пирки пĕлтернĕ çĕре Марина ĕçе вырнаçма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Макăра-макăра вăл япалисене пуçтарать те тăванĕсем патне васкать.

Тепĕр куннех Саша ун патне çитсе тăрать. Хĕрарăма мĕн, нумай кирлĕ-и? Кăмăлне çавăрма пĕлет çав вăл. Марина каялла таврăнать. Тем вăхăт килте ытларах пулкалать-ха арçын. Анчах пĕр хăнăхнă "йăлана" пăрахаймасть çав-çавах та.

"Чупкăн йăхĕ" тесе ахальтен каламан иккен унăн тăванĕсем пирки. Амăшĕн тăван шăллĕсенчен пĕри, авă, арăмĕ пур çĕртех урăх хĕрарăмпа çывăхланнине пурте пĕлсе çитрĕç. Ватлăх енне пĕр-пĕрне савса пăрахнă мăшăршăн çакă йĕркеллĕ пулăм. Çын сăмахĕнчен те намăсланмаççĕ. Кам пурнăçпа туллин киленет пулĕ, саккунлă арăмшăн вара - хуйхă. Тăруках çемьешĕн кирлĕ мар пулса тăнă хĕрарăм ăс-тăн енчен чире каять.

Шăллĕн арăмĕн çÿçĕ те упăшкин айккинчи "юратăвĕсене" пула çамрăклах шуралнă. Сашăн та çав юнах çав. Вăл 2-3 кун килте пулманнине хăнăхса та çитет Марина. Анчах темиçе эрне килсе курăнманнине чăтаймасть çамрăк хĕрарăм. Ку хутĕнче тара илнĕ пÿлĕме куçать.

"Каларăмăр сана стройматериалсене хăв укçупа ан туян тесе. Çĕрлеччен тăрăшнипе халь кам усă курать?.." - пушшех чунне ыраттарчĕç пĕлĕшĕсем. Маринăн Сашука театрта пĕр чиперккепе тăтăшах курнине каласа памасăрах чĕри хĕçпе каснăн ыратать.

Кайрантарах Сашук кафере тепĕр чиперккепе ларнă имĕш. Ĕмĕр пĕрле пулма шантарнă арçын арăмне çавнашкал кĕске вăхăтра маннине ĕненесшĕн пулмарĕ Марина. Виçĕ çул пĕр утăм юлмасăр тенĕ пек ун хыççăнах çÿресе хĕрарăмран юлташĕсене сивĕтрĕ. Каччăсем пирки сăмах та çук. Марина çак тĕнчере пачах та пĕччен юлни пирки шухăшласа çĕр çывăрайми пулать.

"Ăçта хĕвел? Вĕçĕмсĕр хура пĕлĕтсем-çке ман тавра," - çакнашкал шухăшсенчен хăтăлаймасăр асапланать хĕрарăм. Тарăн шухăша путнăскер никама асăрхамасăр урамсем тăрăх çÿрет вара. Пĕррехинче ăна алăран тытнипе кăна тăп! чарăнать. Хăй умĕнче Леньăна курсан хăй куçне те ĕненесшĕн пулмасть, савăннипе куçĕ те шывланать хĕрарăмăн. Кĕске калаçу. Вĕсем пĕр-пĕрин патне шăнкăравлама калаçса татăлаççĕ. Кĕтет Марина, паян та, çамрăк чухнехи пекех, каччă пĕрремĕш сăмах пуçарасса кĕтет...

Надежда КУДРЯШОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.