«Агро-100» клуба хăш хуçалăхсем тивĕçнĕ?

21 Çĕртме, 2019

Паян Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче район муниципалитечĕсен пуçлăхĕсем, вĕсен çумĕсем, республикăри ял хуçалăх организацийĕсен тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем пуçтарăнчĕç.

Унта 2018 çулшăн «Агро-100» клуба кĕме тивĕçлĕ пулнă 100 организацие пĕлтерчĕç. Çак списокра пĕрремĕш — «Авангард» обществăн /генеральнăй директорĕ Н.Г. Курчаткин/ «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ. Иккĕмĕш вырăнта — «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО, виççĕмĕшĕнче — «Атлашевский» ЯХК» общество.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кĕскен республикăн агропромышленноç комплексĕн 2018 çулхи тата кăçалхи пилĕк уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, аграрисен умĕнче тăракан çивĕч ыйтусене тишкерчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Сергей Павлов ял хуçалăхне патшалăх еплерех пулăшни çинчен каларĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Андрей Макушев АПК валли специалистсем вĕрентсе хатĕрлеме вуза кăçал вĕренме илессине еплерех йĕркеленине хыпарларĕ.

«Агро-Инновацисем» хысна учрежденийĕн директорĕ Николай Васильев ЧР Ял хуçалăх министерствин комиссийĕ «Агро-100» клуба мĕн пур йышши хуçалăхсене мĕнле йĕркепе кĕртнине ăнлантарса пачĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас