Ахаль художник çеç мар: паян «Театр палитри» курав уçăлчĕ

21 Чÿк, 2018

«Пьеса — спектаклĕн пĕр пайĕ, тепĕр çуррине художник тăвать», — тенине те илтме тÿр килет. Ку шухăшпа килĕшме тиветех, мĕншĕн тесен художник-сценограф ахаль япаланах асама çавăрма пултарать. 

Вăлах спектакль стильне палăртаканĕ те. Тумсемпе декорацисем спектаклĕн жанрне, унти ĕç-пуçпа çыхăннă вăхăта, сăнарсен кăмăл-туйăмне уçса пама пулăшаççĕ. Мĕншĕн аса илтĕм-ха ун пирки?

Паян Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Театр палитри» курав уçăлчĕ. Вернисажри ĕçсем — паллă художниксем вăл е ку спектакль валли хатĕрленĕ тумсем, эскизсем, макетсем тата декорацисем. Курава ЧР Театр деятелĕсен союзне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалланă.

Кунта музейĕн фондĕнче упранакан экспонатсем те вырăн тупнă. Акă иртнĕ ĕмĕрĕн 40-90-мĕш çулĕсенче республикăри театрсенче ĕçленĕ Евгений Бургулов, Павел Дмитриев, Викентий Гунько, Николай Максимов, Владимир Мазанов, Александр Старовойтов хатĕрленĕ декорацисен эскизĕсем. Паянхи художниксен ĕçĕсене те курма пулать куравра.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас