Ака кăмпи

21 Ака, 2016

Ака кăмпи /сморчки/ - çуркунне чи малтан тухакан çиме юрăхлă кăмпа. Ăна хăшпĕр çĕрте кăтра кăмпа теççĕ. Пĕлсе хатĕрлесен çак кăмпа питĕ тутлă. Анăçри çĕршывсенче ăна деликатес йышне кĕртеççĕ.

Ака кăмпи лăсăллă е хутăш вăрмансенче ÿсет. Кăмпа шыраса вăрмана шалтан-шала кĕме кирлех те мар. Вăл хăйăрлă тăпрана юратать. Хăйăрлă, сайра ÿсекен вăрман, хуçасăр юлнă юхăнчăк садсем, çуннă тĕлсем - ака кăмпи ÿсекен вырăнсем. Пирĕн тăрăхра çиме юрăхлă ака кăмпин 3 тĕсĕ ÿсет. Ака кăмпи /сморчок с<едобный/ çуллахи кăмпасенчен уйрăлса тăрать. Туни кăмпанни евĕрех, 7-10 см çÿллĕш, диаметрĕ 3 см çитет, шĕлепки вара пĕркеленчĕклĕ, кăтрашкаллă, форми çăмарта евĕрлĕрех - кăшт тăсмакрах е çавракарах пулать. Шĕлепки туни çумне çыпăçса тăрать, çутă хăмăр, тĕксĕм хăмăр, сăрă хăмăр тĕслĕ. Кăмпа ăшĕ хăвăл.

Ака кăмпин тепĕр тĕсĕн /сморчок конический/ шĕлепки вăрăм, конус пек. Пĕркеленчĕкĕсем вĕлле хурчĕн карасĕ евĕрлĕрех, анчах карас пек тĕрĕс мар, пĕчĕк е пысăкрах, урлă-пирлĕ. Унăн шĕлепки те тунипе çыпăçса тăрать. Кăмпана çурсассăн - ăшĕ хăвăл. Çак кăмпасем - çиме юрăхлисем.

Çурхи кăмпасен хушшинче çиме юраманнисем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем ака е кăтра кăмпа евĕрлĕрех, вырăсла строчки теççĕ. Наркăмăшлă кăмпасене ака кăмпинчен çăмăллăнах уйăрма пулать. Юрăхсăррисен шĕлепке форми çук. Вĕсем аçтăрхан мăйăрĕн тĕшши пекрех, пысăк - диаметрĕпе 10-13 см çитеççĕ. Кăмпа шĕлепкине çурсассăн - хăвăл мар. Пĕчĕк хăвăлсем пулма пултараççĕ. Наркăмăшлисен туни кĕске, сарлака. Темиçе туна пĕрлешсе тăнăн курăнать.

Çурхи кăмпасен хушшинче строчок гигантский тата островерхий текеннисене те палăртаççĕ. Вĕсен шĕлепкисем те тĕрĕс мар, чалăш-чĕлĕш аталанса ÿсеççĕ, çиме юрăхсăр. Ку кăмпасем пирĕн тăрăхра питех тĕл пулмаççĕ.

Тĕлĕнтермĕш шĕлепкеллĕ çурхи кăмпасене хăшĕсем - мухтаççĕ, хăшĕсем - сивлеççĕ. Ăста кăмпаçăсем ака кăмпине пуçтарса тĕрлĕ апат хатĕрлеççĕ. Ăна типĕтме, тăварлама, маринадлама, яшка пĕçерме, ăшалама пулать. Чи кирли - ака кăмпине лайăх çумалла та 15-20 минут шывра вĕретсе илмелле, вĕренĕ шывне тăкмалла. Ун хыççăн кирек мĕнле апат хатĕрлеме юрать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.