Актерсене тыткăнлакан сăнар

3 Раштав, 2013

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртнĕ премьерăна - Б.Брехтăн «Кураж инкепе унăн ачисем» /Мамаша Кураж и ее дети/ ĕçĕ тăрăх лартнă спектакле, иккĕленместĕп, республикăри чылай артист хутшăнма ĕмĕтленнĕ пулĕ. Манăн шухăшăмпа, Кураж сăнарĕ - ăсталăха тĕрĕслемелли, пултарулăха виçмелли хатĕр. Хальхинче вара телей асăннă театра лекрĕ, «Тĕнче классики - чăвашла» проектпа Раççей Культура министерствин грантне тивĕçрĕ.

Театр пуçласа ютран чĕнсе илнĕ режиссерпа ĕçлерĕ. Айрат Абушахманов - Пушкăртстан искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, М.Гафури ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх академи драма театрĕн режиссерĕ. Художникĕ - Александра Ефимова /Чул хула/. Произведение чăвашла Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев куçарнă. Кĕввине Ильшат Яхин /Ĕпхÿ/ çырнă.

Драмăри ĕç-пуç 1600 çулсенче иртет. Çак тапхăр вăтăр çула тăсăлнă вăрçа сăнланă. Пуриншĕн те паллă: вăрçă усал пулăм, никама та ырă тумасть. Анчах та Анна Фирлинг апла шухăшламасть. Етресем ÿксе çурăлни те, хĕç-пăшалтан пĕр чарăнми персе тăни те ăна суту-илÿ ĕçĕпе аппаланма пăрахтараймасть. Çавăншăн ăна Кураж /пуçтах, сĕмсĕр/ ят панă. Ачисене - икĕ ывăлĕпе чĕлхесĕр хĕрне Катрина - хăйĕн ĕçнех явăçтарнă, çапах та пуяс вырăнне тĕпренчĕкĕсене çухатмалла пулса тухать. Ку енĕпе ăна, кирек мĕнле лару-тăрура та хăйне тытма пĕлекенскере, никам та, нимĕн те пулăшаймасть. Çак тапхăр уншăн - чун тĕрĕслевĕ. Куражăн çак самантри туйăмне уçса пани - чăн-чăн пултарулăх.

Режиссер тĕп роле ЧР тава тивĕçлĕ артисткине Ирина Архиповăна шанса парса йăнăшман. Актриса вылярĕ çеç мар, пурăнчĕ çав сăнарта: киленчĕ, тарăхрĕ, тулхăрчĕ... Куравçă та унпа пĕрле савăнчĕ те йĕчĕ.

Ытти рольтен Катрин сăнарне калăпланă Любовь Васинăна палăртассăм килет. Икĕ сехете тăсăлнă спектакльте вăл пĕр сăмах та каламасть, хăйĕн чунне, кăмăлне куçĕсемпе, аллисемпе, хусканăвĕсемпе тата ытти майпа уçса парать. Ывăлĕсен - Эйлиф /Николай Тарасов/ тата Швейцеркас /Владимир Свинцов/ - сăнарĕсем те ĕненмелле «шăранса» тухнă.

Надежда ГЕОРГИЕВА.

Надежда АНДРЕЕВА сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.