Аманнă салтак вилнĕ тесе шухăшланă

11 Нарăс, 2020

«Эпĕ 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче Тĕмер шкулне пĕтертĕм. Ирхине çывăрса тăтăм та — вăрçă пуçланнине пĕлтĕм. Атте колхозра бригадирта, агрономра ĕçлетчĕ. Ăна вăрçа илсе кайсан ун вырăнне манăн бригадирта ĕçлеме тиврĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ Михаил Александров миллион-миллион çыннăн пурнăçне тĕпрен улăштарнă çулсем пирки аса илме ыйтсан.

Михаил Иванович Тăвай районĕнчи Киччĕ ялĕнче 1924 çулта çуралнă. Ялти, Чутейри, унтан Тĕмерти шкулсенче питĕ лайăх вĕреннĕ. 1942 çулхи çурла уйăхĕнче йĕкĕте автоматчиксен саппасри пĕрремĕш полкне илнĕ. Пĕрремĕш çапăçăва кĕнине халĕ те манман ветеран. «1943 çулхи нарăс уйăхĕнче вăрçа илсе кайрĕç. Çапăçăва пĕрремĕш хут Калуга облаçĕнче кĕтĕм. Шăпах çав вăхăтра юнашар облаçрах, Курскра, манăн атте çапăçнă. Эпĕ — автоматчик, атте миномет рас-чечĕн кĕçĕн командирĕ пулнă. Эпĕ çапăçăва пуçласа кĕнĕ, манăн атте нарăс уйăхĕн çав кунĕсенче пуç хунă. Ăна Курск облаçĕнчех пытарнă», — çывăх çыннине çухатни пирки пĕлтернĕ май Михаил Ивановичăн сасси чĕтренсе тухрĕ. Унсăр пуçне вăл хăйĕнчен 1,5 çул кĕçĕнрех тăванĕ вăрçăра вилни, ăна Ленинград облаçĕнче пытарни пирки хумханса каласа кăтартрĕ. «Мана тăвансем: «Вăрçă пирки ман, ун пирки аса илме ан тăрăш», — тетчĕç. Çав çулсене епле манас? Çапăçу хирĕнче манăн çывăх çынсем, юлташсем выртса юлнă-çке», — 95 çулти арçыннăн куçĕ шывланчĕ.
Вăл стрелоксен 26-мĕш дивизийĕн стрелоксен гварди полкĕнче минометчик пулнă. Орша, Витебск, Рига хулисене ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. «Пĕр çапăçура самолетран пенĕ чухне мана контузи пулнă, алла амантнă. Эпĕ ним пĕлми выртнăран вилнĕ тесе шухăшланă. Çакăн пирки кайран медсестра тата пĕрле çапăçнă чăваш, Канаш районĕнче çуралса ÿснĕскер, каласа кăтартрĕç. Мана Рязань облаçĕнчи госпитале ăсатрĕç. Сывалсан стройпа çыхăнман службăна ярассине пĕлтерчĕç. Килĕшмерĕм. Хамăн стройрах пулас килнине пĕлтерсен артиллериех ячĕç. Снарядсене тасатма, парса пыма шанчĕç. Çĕнтерÿ кунне Латвире кĕтсе илтĕм. Мана склад сыхла-ма хушрĕç: нимĕçсем иртсе пынă чухне унта кĕрсе япаласене вăрласа пĕтересрен. Нимĕçсем йĕркеллех иртсе кайсан мана Эстоние ăсатрĕç. Вăрçă Çĕнтерÿпе вĕçленнĕ тесе пĕлтерчĕç пулин те пирĕн Эстонире «лесные братья» текен ушкăнсемпе çапăçма тиврĕ. Сталин хушăвĕпе килĕшÿллĕн унта мана тата тепĕр уйăха хăварчĕç. Киле таврăнма чÿк уйăхĕн вĕçĕнче тин çула тухрăмăр», — ватă çыннăн калаçăвĕ чуна пырса тиврĕ.
Михаил Александров СССР Аслă Тĕп командующийĕн Тавне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ăна I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, «Çарти паттăрлăхшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.
Çĕнтерÿ салтакĕ тăван тăрăха таврăнсан Тăвайри çу завочĕн «1 мая» колхозĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. Хăй каланă тăрăх, ял канашĕнче секретарьте те тăрăшнă. Ытти çĕрте те ĕçленĕ, ахаль ларман. 63 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.