Ăнăçуллă пулма чун пуянлăхĕ те кирлĕ

7 Авăн, 2016

Тин кăна çĕршыври мĕнпур вĕренÿ учрежденийĕнчи пекех И.Н.Ульянов ячĕллĕ

Чăваш патшалăх университетĕнче те алăксем уçăлчĕç — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ.

Занятисемшĕн тунсăхлама та ĕлкĕрнĕ студентсемпе пĕрремĕш курс вĕренекенĕсем пĕтĕм вăй-халпа хăйсен тĕп ĕçне пуçăнчĕç. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче университетăн тĕп корпусĕнчи 301-мĕш аудиторири пĕр лекци вара йăлана кĕнисенчен раснарах йĕркеленчĕ. Ăна тĕрлĕ факультетра тĕрлĕ специальноç алла илекен хастар студентсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттерчĕ.

Чăн та, асăннă аслă шкулта кунашкал тĕлпулусем юлашки çулсенче — час-часах. ЧПУ ректорĕ Андрей Александров ырă çак йăла мĕнпе çыхăннине уçса пачĕ: республика ертÿлĕхĕшĕн Чăваш Енри чи пысăк вуз мĕнле лару-тăрура пурăнни, мĕнле специалистсем хатĕрлесе ĕç рынокне еплерех тивĕçтерсе пыни пĕлтерĕшлĕ.

Михаил Васильевич И.Н.Улья¬нов ячĕллĕ ЧПУ нумай профильлĕ вĕренÿ центрĕ пулнине, кунта хăйсен малашлăхне анлă çул хывас текенсемшĕн чи кирлĕ условисем — пысăк пĕлÿллĕ педагогсем тата паянхи куна тивĕçтерекен ăслăлăх-техника пуян никĕсĕ — пуррине палăртрĕ. Аслă пĕлÿ илме тĕллев лартнă çамрăксене ыранхи Чăваш Енĕн элити пек хакласа кирек мĕнле шайра çитĕнÿсем тусан та авалтан халăхăмăр хисепе хунă хаклăхсене, çемьери ырă йăласене пăхăнса пурăнмалли çинчен асилтерчĕ.

Хăйнеевĕр лекцин тĕп тĕллевĕ республикăн хальхи вăхăтри социаллă аталанăвĕпе, экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарасси пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кун пирки калаçăва пуçласанах курăмлă улшăнăва чи малтан асăнчĕ: 10 çул каяллахипе танлаштарсан республикăра тупăш илесси 11 хут ÿснĕ. Ун чухне 23 млрд тенкĕ пулнă тăк, халĕ — 245 млрд. Ĕç рынокĕнче те улшăну пур: паян тĕрлĕ тытăмри специалистсем регистрациленнĕ ĕçсĕр çынсенчен 2,5 хут ытларах кирлĕ.

Михаил Игнатьев республикăра ăнăçлă аталанса пыракан тытăмсем /сывлăх сыхлавĕ, электротехника кластерĕ, строительство.../ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Чăваш Ен бизнеса аталантаракан хутлăха çаврăнса пынине, ют çĕршыв компанийĕсене те илĕртнине асăнчĕ. Чăн та, çакă хăйĕн çимĕçне паратех: юлашки çулсенче Регионсен инвестици илĕртÿлĕхĕн наци рейтингĕнче пирĕн республика тăххăрмĕш вырăнтан улттăмĕшне куçнă.

Лекцире Михаил Васильевич халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, çакă унăн культурин тĕп пуянлăхĕсенчен пĕри пулмалли çинчен витĕмлĕн калаçрĕ. Çÿллĕ шайри технологи çинче никĕсленекен медицина учрежденийĕсем уçни аван, анчах харпăр хăйĕн сывлăхĕшĕн кашнин тăрăшмалла. Сывлăха пиçĕхтересси вара спортпа туслашассипе тÿррĕн çыхăннă. Республика ертÿлĕхĕ çакăн валли майсем йĕркелессишĕн çине тăни — куç умĕнчех. «Ан наянланăр кăна — халăх усă курмалли çĕнĕ спорт объекчĕсем малашне те уçăпăр», — сăмах пачĕ вăл студентсене кĕç-вĕç альма-матер та вĕр çĕнĕ бассейнпа пуянланасса систерсе. Сăмах май, ăна «Единая Россия» парти пуçарăвĕпе пурнăçланакан «Раççее — 500 бассейн» программа картинче хатĕрленĕ проектпа хăтлама тивĕç.

Тĕлпулу тăсăмĕнче студентсем республика Пуçлăхне ыйтусем пачĕç. Яшсемпе хĕрсене вĕренекен çамрăксем усă курма пултаракан социаллă çăмăллăхсем, пултаруллисене тĕрлĕ майпа хавхалантарасси, тĕп хулара кану вырăнĕсем йĕркелессипе пулакан çĕнĕлĕхсем кăсăклантарчĕç. Михаил Васильевич кашни ыйтăвах туллин, уçăмлăн хуравларĕ.

Кăсăклă тĕлпулу-лекцие Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов, Федерацин травматологи, ортопеди, эндопротезсем тăвакан центрĕн тĕп тухтăрĕ Николай Николаев та хутшăнчĕç.

Ирина ПУШКИНА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.