Ананьевсем - çĕнтерÿçĕсем

5 Раштав, 2018

Паян Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче «Çулталăк çемйи» республика конкурсне пĕтĕмлетрĕç.

Хăйне евĕр çак ăмăрту чăн-чăн уявах çаврăннă ĕнтĕ. Çакна пултаруллă çемьесене саламлакансем те палăртрĕç. Асăннă конкурса Чăваш Енре 2004 çултанпа ирттереççĕ. Çак тапхăрта унта 2500 ытла çемье хутшăннă.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа хутшăнчĕ. «Çак конкурса йĕркелени çав тери лайăх. Туслă, пултаруллă, хастар, ĕçчен çемьесенчен ыттисем тĕслĕх илеççĕ. Юлашки вăхăтра республикăра нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿсрĕ. Çемье институтне çирĕплетес тесе эпир ытти мероприятие те йĕркелетпĕр. Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет», — саламларĕ уява пухăннисене Михаил Васильевич.

Тĕрĕссипе, конкурса хутшăннă кашни çемье пиркиех тĕрленчĕк е очерк çырма пулать. Пурте маттур, пурте хастар вĕсем. Çапах та Комсомольскинчи Павловсем — «Социаллă яваплă çемье», Çĕмĕрлери Толстовсем — «Спорт çемйи», Шупашкарти Яблоковсем — «Туслă çемье», Етĕрне районĕнчи Васильевсем — «Пултаруллă çемье», Элĕк тăрăхĕнчи Александровсем «Ĕçчен çемье» номинацисенче çĕнтерчĕç. Çĕнĕ Шупашкарти Ананьевсем вара «Çулталăк çемйи-2018» конкурсăн çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Анатолий Анатольевичпа Марина Станиславовна 6 ача çитĕнтереççĕ. Йăх йывăççине /ашшĕ енчен/ 1720 çултанпах туса пыраççĕ ку çемьере. Ананьевсем пурте спортпа туслă.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас