Андриян Николаева асра тытса

3 Утă, 2018

Паян Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Андриян Николаев космонавт летчика халалланă митинг иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

«Эпир унăн паттăрлăхне ас тăватпăр. Вăл çăлтăрсем пирки, космоса парăнтарма ĕмĕтленнĕ, çакна пурнăçланă та», — тенĕ Михаил Васильевич Андриян Григорьевича аса илсе. Паллă космонавт летчик 14 çул каялла Чăваш Енре иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял вăййисене судья пулса хутшăннă. Анчах шăпах çав кун чĕри тапма чарăннă.

Михаил Игнатьев уçлăха парăнтарнă ентешĕмĕр чăвашлăхшăн нумай тăрăшнине те асăннă. Андриян Григорьевич тăрăшнипе заводсем, социаллă объектсем çĕкленнĕ. Тăван ялĕшĕн те ырă ĕç нумай тунă вăл.

 

Теги: 

Комментари хушас

Новости по теме