Анне укçин кашни пусĕ шутлă

19 Ака, 2017

Республика прокуратури ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшасси çинчен калакан саккунсен требованийĕсене 2016 çулта мĕнле пурнăçланине тишкерсе пĕтĕмлетнĕ. Шел те, саккуна пăснă тĕслĕх чылай.

Федерацин «Ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» саккунĕ вăя кĕнĕренпе РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн органĕсем амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне пама ыйтса çырнă 76,2 пин ытла заявлени йышăннă. Çав шутра 2016 çулта — 8,5 пине яхăн ыйту. Пĕтĕмпе 75 пине яхăн сертификат панă. Асăннă тапхăрта амăшĕн капиталĕпе хайхи сертификатсен 36 пине яхăн хуçи туллин усă курнă. 7737-шĕ — 2016 çулта.

Прокуратура органĕсем Пенси фончĕн уйрăмĕн территори органĕсем çынсем çав капиталпа усă курма ыйтса çырнине сăлтавсăр хирĕçленĕ тĕслĕхсене тупса палăртнă. Сăмахран, 2015 çулта Шупашкарта пурăнакан К.-на виççĕмĕш ача çуралнă май амăшĕн капиталне илмелли патшалăх сертификатне панă. Анчах каярахпа унăн амăшĕн прависене чикĕленĕ май ачисене кукамăшне опекăна панă. Ачасем професси вĕрентÿ учрежденине вĕренме кĕнĕ май кукамăшĕ Пенси фондĕнчен амăшĕн капиталĕн пĕр пайне памашкăн ыйтса темиçе те çырнă. Укçа мăнукĕсен вĕренĕвĕшĕн тÿлеме кирлĕ пулнă. Анчах сертификат хуçи ачасен амăшĕ пулнине кура унăн ыйтăвне тивĕçтермен. Калинин районĕн прокуратурин хушша кĕме тивнĕ, суд унăн тавăçне тивĕçтернĕ — ватă çынна укçа пама хирĕçлени саккунсăр тесе çирĕплетнĕ.

Çĕмĕрле районĕн сучĕ те Пенси фончĕн вырăнти управленийĕ О.-на патшалăх сертификачĕ пама хирĕçлени саккунсăррине палăртнă. Пенси фончĕн хулари органĕ хĕрарăм пĕрремĕш ачи тĕлĕшпе преступлени тунипе сăлтавласа сертификат пама килĕшмен. Прокуратура тĕрĕслевĕ вара ĕç-пуçа уçăмлатнă: О. преступление 2007 çултах тунă, судпа айăпланни вĕçленнĕ. Эппин, патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсемпе усă курмалли право тĕлĕшпе чару пулмалла мар.

Прокурорсем ашшĕ-амăшĕ амăшĕн капиталĕпе усă курса хваттер е пÿлĕм туяннă май çул çитмен ачасен интересĕсене шута илмен тĕслĕхсенче вĕсен пурлăхпа çыхăннă прависене тавăрас енĕпе те ĕçленĕ.

Тĕслĕхрен, Н.-сем, упăшкипе арăмĕ, 2008 çулта хваттер туяннă та ăна пĕрлехи харпăрлăха çырнă. Иккĕмĕш ача çуралнă май çемьене амăшĕн капиталĕн сертификатне панă, унăн укçине çемье хваттер туянма килнĕ кредита татма хывнă. Мăшăр çул çитмен ачасене ултă уйăхран вăраха тăсмасăр хайхи хваттер тĕлĕшпе пĕрлехи харпăрлăха кĕртмешкĕн нотариус патĕнче обязательство çырнă. Вăхăт иртнĕ, анчах çав тивĕçе пурнăçламан. 2014 çулта вара упăшкипе арăмĕ уйрăлнă, хваттер тĕлĕшпе тавлашу çуралнă — камăн пайĕ мĕн пысăкăшши тĕлĕшпе çураçайман.

Ачасен прависене хÿтĕлес тĕллевпе Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури хваттерпе çыхăннă патшалăх регистрацийĕн правине пăрахăçлама, çул çитменскерсен харпăрлăх правине пĕрешкел тÿпепе çирĕплетме тавăç тăратнă. Суд прокуратура ыйтăвне тивĕçтернĕ.

ЧР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулта республикăн прокуратура органĕсем асăннă сферăри саккунсене пăснин 12 тĕслĕхне тупса палăртнă. Çитменлĕхсене пĕтермешкĕн пĕр представлени çырнă, судсене виçĕ тавăç тăратнă — пурне те прокуратура ыйтнă пек татса панă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.