«АННЕПЕ ПĔРЛЕ» КОНКУРС

“Чăваш хĕрарăмĕ” хаçат тата Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕ “Аннепе пĕрле” сăн ÿкерчĕксен конкурсне ирттерет. Ăна кăçал Чăваш Енре иртекен Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă.

Конкурс условийĕсем. Сăн ÿкерчĕкре амăшĕн ачипе е ачисемпе пĕрле пулмалла /ашшĕ те ытлашши мар/, кадрта çавăн пекех “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçат вырнаçмалла. Сăн ÿкерчĕке редакцие хаçата 2018 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăмашкăн çырăннине çирĕплетекен квитанципе е унăн копийĕпе пĕрле ярса е килсе памалла. Электрон адреспа та яма юрать: zuwxeraram@mail.ru. Çавăн пекех Одноклассники сайтра “Чăваш хĕрарăмĕн” ушкăнне яма пултаратăр. Çыхăну электрон мелне суйласа илнисем квитанцисене сканерласа ярса пама пултараççĕ.

Сăн ÿкерчĕксене чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ, конкурса Амăшĕн кунĕ /чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ/ тĕлне пĕтĕмлетеççĕ. Васкăр — çĕнтерÿçе сумлă парне кĕтет.

“Чăваш хĕрарăмĕ” хаçат редакцийĕ.