Аннесем ăрăва тăсма май туса парĕç-ши?

14 Пуш, 2015

"Хыпар" Издательство çурчĕ тĕрлĕ районта уявсем ирттернĕ май нумаях пулмасть Елчĕке çитрĕ. Районти библиотекарьсемпе культура çурчĕсенче ĕçлекенсем пуçтарăннăччĕ тĕл пулăва. Елчĕксем чăвашла калаçнипе журналистсем кăмăллă пулчĕç темелле - чылайăшĕ палăртрĕ çакна.

Чăн та, тăван чĕлхе чăннипех шăпчăк юрри евĕр янăрать. Çепĕç те ачаш, илемлĕ вăл. Чĕлхе - пирĕн мул, пуянлăх, мухтав. Шел, çакна пурте ăнланмасть. Çавăнпах сăмахлăхăмăра упрама, ăна хисеплеме-юратма чылайăшĕ ăнтăлмасть.

Çакна халĕ кашни яла пырса кĕрсенех куратăн. Маларах вырăсланнă чăвашсем ытларах хулара çеç пурăнатчĕç, халĕ вĕсем - кашни кĕтесрех. Хула çывăхĕнчи çеç мар, аякри ялсенче те çамрăксем тепĕр чухне тăрăшсах вырăсла чĕлхе хуçаççĕ. Ĕмĕрĕпе чăвашла калаçнăскерсем халĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене вырăсла хăнăхтаракан та çук мар. Асламăшĕ-кукамăшĕ те мăнукĕсемпе илемлĕ чăваш чĕлхипе мар, вырăсла хутшăнать.

Амăшĕн юратăвĕ ачана кăкăр сĕчĕпе куçать теççĕ. Эппин, тăван чĕлхене хакласси те çак тапхăртах пуçланать. Анчах та шел, юлашки вăхăтра пепкине чăвашла калаçма чунран вĕрентнĕ аннесене, сăпка юрри шăрантарса утьăкка сиктернĕ асаннесене, юмах-халап каласа тĕлĕнтернĕ кукамайсене кÿрентеретпĕр, вĕсемпе расна чĕлхепе калаçатпăр. Çавăнпах тăван сăмахлăхран пăрăнма хăтланакан, чăвашла калаçма вăтанакан нумай. Вĕсем çамрăксен хушшинче çеç мар, аслисен йышĕнче те пур халĕ.

Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне вырăсла кăна вĕрентни пуçа ниепле те вырнаçаймасть. Тăван чĕлхепе çеç хутшăнсан ыттине хăнăхаймасран хăраççĕ-ши? Ара, ачисен ÿссен хулана çул тытмалла-çке. Унта вара таса та хитре пуплемелле. Темшĕн чăвашла акцентран вăтанатпăр. Чĕлхен хăйне евĕрлĕхне палăртма шикленетпĕр. Кун пек чухне ялан грузинсем, эрменсем аса килеççĕ. Хăйсем мĕнле наци çынни иккенне палăртса калаçма епле ăста вĕсем. Чĕлхи те илемлĕн янăрать. Эпир вара вырăсла таса тухмасран хăратпăр та ăна тĕплĕнрех вĕренме талпăнатпăр. Шăпăрлансене чăвашла тĕрĕс те яка калаçма хăнăхтарма тепĕр чух пачах манатпăр. Чăвашла та, вырăсла та пулса тухаймасть вара.

Командировкăра Патăрьел районĕнче пулни асăмра. Чăваш ялĕнчех ача садĕнче тĕпренчĕксемпе вырăсла калаçни тĕлĕнтерчĕ ун чухне. "Хăшĕ-пĕри хула ачи, Шупашкарти черет çитиччен ялта ÿсеççĕ. Теприсемпе ашшĕпе амăшĕ ятарласа вырăсла калаçать", - пулчĕ воспитательница хуравĕ. Унран та ытла шкулта шăпах чăваш чĕлхи вĕрентекен, хĕрне илме килнĕскер те пепкипе тăван сăмахпа мар, вырăсла калаçать! "Эпир çамрăк чухнех "чăваш чĕлхи Канашран иртсен кирлĕ мар" тетчĕç. Чăннипех çапла. Темле пулсан та ачапа чăвашла калаçсан вăл вырăс чĕлхине тикĕс хăнăхаймасть, - терĕ вăл. - Паллах, манăн кун пек калама юрамасть. Чăваш чĕлхине вĕрентнине шута илсен - пушшех те. Апла пулин те пĕр манăн шухăш çеç мар çакă", - тÿрре тухма хăтланчĕ учитель.

Пĕчĕкскерсем тĕрлĕ çĕнĕлĕхе хăвăртах хăнăхаççĕ. Вырăсла та, чăвашла та илемлĕ калаçакан ачасене хам та курнă. Ялта пурăнакан тăванăм та хĕрĕ пирки: «Телевизор пăхать те вырăсла питĕ аван калаçать, эпĕ ун чухлĕ те тĕшмĕртместĕп. Ÿссен, паллах, икĕ чĕлхене та аван чухлĕ вăл», - тет.

Тăван чĕлхене çапах та кун çути парнелекенĕнех хăнăхтармалла çав. Тăван культурăна хисеплеме, ăна хаклама, упрама хистекен кăмăл тем тесен те кăкăр сĕчĕпех куçмалла.

«Чăвашла та, вырăсла та мар» тенĕрен, нумай чухне таса калаçманни хăлхана тăрăнать. Илемлĕ те таса сăмахланине сайра та пулин илтсен вара чун савăнать. Тăван чĕлхе шăнкăр-шăнкăр шыв пек юхать, шăпчăк юрри евĕр илтĕнет. Итлеме те, калаçма та кăмăллă.

Шупашкарти ют чĕлхесен шкулĕн директорĕ Александр Блинов аса килет. Ытти сăмахлăхпа пĕрлех вăл чăвашла та тĕпчет-вĕренет. Темиçе çул каялла çеç-ха паянхи пек тасан пуплейместчĕ вăл. Куллен хăнăхса пырать. Тăван чĕлхене вĕрентекенсемпе йĕркеленĕ пĕр ăмăртура ĕçтешĕсемпе те ятарласа никам хистемесĕр чăвашла калаçнине пĕлтернĕччĕ. Хăть те мĕнле чĕлхене те хăнăхас тесен чи малтан унпа калаçмаллине палăртнăччĕ. Темĕнле йывăр килсен те, чĕлхе хуçăлсан та вăл шухăш-кăмăлне чăвашлах палăртма тăрăшать. Ăна вĕренессишĕн ăнтăлать.

21-мĕш ĕмĕре чăваш ятпах кĕтĕмĕр-ха. Анчах халăхăн 27,8 проценчĕ тăван чĕлхепе калаçаймасть, вулаймасть. XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче 136 пин йăхташа «çухатни» канăçсăрлантарать. 2010 çулхи Пĕтĕм халăх çырăвĕн кăтартăвĕ йыш татах чакнине систерчĕ. 1989 çулта çĕршывра 1 миллион та 773 пин чăваш пурăннă. Çак цифрăна каялла тавăрасси ĕмĕтре çеç-тĕр çав...

Чăваш хĕрарăмĕ пурăннă чухне халăх пĕтмессе шанас килет. Ăру малтан-мала тăсăлсан эпир çĕр питĕнчен çухалас çук. Анчах кун çути парнеленĕ аннесем ăрăва тăсма май туса парĕç-ши?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.