Ăнтăлуллă çамрăка патшалăх тĕрев парать

20 Çу, 2014

Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта регионсен хушшинчи вĕренекен çамрăксен ăслăлăхри пултарулăхĕн "Анлă Атăл çамрăклăхĕ" XVI фестиваль-конференцийĕ уçăлчĕ. Наука тĕнчинче хăйсен сăмахне калама пултаракан яшсемпе хĕрсене çак ятпа саламлама И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ Культура керменне /фестиваль унта уçăлчĕ/ сумлă хăнасем килчĕç: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов.

Çамрăксен хушшинче ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне сарас, ку енчен чăннипех пултаруллисене палăртса хавхалантарас тĕллевлĕ форум 1999 çултанпа иртет. 14 çул тăршшĕнче конференцие 14 пине яхăн çын хутшăннă, кăçалхи çак мероприятире 662 ĕçпе паллашма ыйтса çырнă. Вĕренекенсемпе студентсем - хамăрăн республикăри пĕлÿ паракан 39 организацирен, Пушкăртстанпа Мордваран килсе çитнĕ çамрăк ăсчахсем те пур.

- Кирек хăш вăхăтра та çамрăксен наукăпа техникăри мал утăмĕсем çĕр-шыв аталанăвне тата экономикăн мĕн пур отрасльне витĕм кÿрекен пысăк вăй пулнă. Чăваш Енĕн инноваци уçлăхĕ паян самай пуян. Ăнтăлуллă çамрăксене палăртма, вĕсене хавхалантарма майсем тупнин кăтартăвĕ куç умĕнче - грантсен, премисен шучĕ ÿссех пырать. Çивĕч ăслă, талантлă яшсемпе хĕрсем патшалăха пысăк шанăç кÿреççĕ, - терĕ пурне те ăнăçу суннă май Михаил Игнатьев.

Курăмлă çак форума Чăваш Ен ертÿçи пушă алăпа килмен. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра вĕренекен Вероника Анисимова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ Михаил Иевлев, Шупашкарти политехника институтĕнче - Мускаври машина тăвакансен университечĕн филиалĕнче пĕлÿ илекен Юрий Федоров унăн Тав хутне тата алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç.

Михаил Васильевич малашлăха çирĕппĕн утакан яш-кĕрĕмпе, хĕр-упраçпа тĕл пулса калаçу пуçарма яланах хавас. Хальхинче те Михаил Васильевич меллĕ самантпа тухăçлă усă курма шухăшларĕ, пулас журналистсен тата историксен секцийĕсене çитсе курчĕ.

- Эпир, патшалăх ертÿлĕхĕ, яланах журналистсен "сăнчăрĕнче". Акă пирĕнпе паян çÿрекен ушкăнра та - çак стенасен хушшинче аслă пĕлÿ илнĕ профессионалсем. Сирĕн хушăра та пулас чăн ăстасем пуррине пĕлсе тăратăп. Сисетĕп: кăсăклантаракан ыйту кашнин чылай. Атьăр чуна уçса калаçар эппин, - тĕл пулăва çывăх туссем пек ирттерме сĕнчĕ республика ертÿçи.

Республикăн ят-сумне ÿстерес тĕллевпе туризм тытăмĕнче анлă проект пур-и? Вырăнта наци кадрĕсене хатĕрлес енĕпе малашне лару-тăру мĕнлерех пулĕ? Чăваш Енре туса илекен паха продукцие вырăнта ытларах хăварма мĕн чăрмантарать? Физкультурăпа спорт учрежденийĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тăратăр-и? Кăçалхи отпускра Крыма каяс шухăш тытман-и? Интернетра камсен блогне вулатăр? Пурнăç тĕллевне мĕнре куратăр? Ыйтусем чăнах нумай пулчĕç. М.Игнатьев пурне те туллин хуравларĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.