Арăм. упăшки хыççăн Çурçĕре тухса кайнă

14 Юпа, 2019

Шăмăршă районĕнчи Васанри Алексеевсен çемйинчи виçĕреш — Виктор, Дмитрий, Петр — пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Виççĕшĕ те мăшăрланнă, икшер ача пăхса çитĕнтернĕ. Виçĕ тăрăхра — Шупашкарта, Чĕмпĕр облаçĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта — тĕпленнĕскерсем тăван яла аппăшĕ Валентина Алексеевна патне кайса çÿреççĕ. «Пире Васанра яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Аппа патне савăнса каятпăр. Вăл пире кучченеçсĕр кăларса ямасть. Хамăрăн пуррине пăхмасăрах аш-пăш, пахча çимĕç чиксе парать», — çуралнă кĕтес, ял-йыш, тăвансем нимрен хаклине палăртса калаçу пуçарчĕç 57-ри арçынсем. Уявсене юрласа-ташласа паллă тăваççĕ вĕсем. Алексеевсене тăванлăх хăвачĕ çыхăнтарать. Сăмах май, Валентина Алексеевна хăй те йĕкĕреш çуратнă. Тинтерех ачисем ашшĕне çуралнă кунпа саламлама пухăннă.
Кăмака çинче ăшăннă
Пĕр килте саккăрăн — асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ тата 5 тĕпренчĕкĕ пурăннă — вĕсем. Кил хуçи арăмĕ виççĕмĕш хут çăмăлланнă чухне тÿрех виçĕреш çут тĕнчене килнĕ.
Петр чи пĕчĕк виçепе çуралнă. Çитменнине, кăкăр сĕтне ĕмсе илеймен вăл. Çапах темле пулсан та пурăнма пÿрнĕ ăна. Пĕчĕкскер хăй тата çывăх çыннисем тăрăшнипе вăй илсе аталаннă.
Амăшĕн кăкăр сĕчĕ виçĕреше çитермелĕх çитмен. Çавăнпах ача çуратнă ытти хĕрарăм тĕпренчĕксене киле пырсах ĕмĕртсе кайнă.
Пилĕк ача амăшĕ Ольга Игнатьевна тĕпренчĕкĕсене хăех кĕпе-йĕм çĕлесе тăхăнтартнă. Ашшĕ Алексей Григорьевич пысăк çемьене тăрантарас тĕллевпе платникре вăй хунă.
Урамран кĕрсен ачасем ăшă кăмака çине васкаса хăпарса кайнă. Лара-тăра пĕлменскерсем йĕпеннĕ те, шăннă та пуль. «Кăмакана ишĕлтерсе антаратăр...» — выляма чарăнайман мăнукĕсене асăрхаттарнă асламăшĕ.
Кил хуçи кĕнеке вулама юратнă. Леонид Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» повеçне, сăмахран, ачисене сасăпа вуласа панă. Унти ĕç-пуç пĕчĕкскерсене çав тери кăсăклантарнă. Алексеевсем çавнашкалах радиопа паракан спектакльсене те йышпа итлеме хăнăхнă.
Амăшĕ шкула васкакан тĕпрен¬чĕкĕсене вĕри пĕлĕм çитерсе янă. Ахăртнех, çав самантра ачисемшĕн çакăнтан тутлăрах апат та пулман. Вĕсем кăвар çинче пĕлĕм пиçессе черет тăрса кĕтнĕ. Каçхи апата вара пысăк çемье хăнăхнă йăлапа пĕрле ларса çинĕ.
Арçын ачасем, ытти тантăшĕ пекех, вăрçăлла выляса çитĕннĕ. Вăр-варскерсем хăйсемех пăшал, автомат ăсталанă. Хĕлле — шайба, çулла мечĕк хăваласа чупни те вĕсен кĕлеткине пиçĕхтернĕ. Дмитрий Алексеев футбол матчĕсене хутшăннă. Ачасен спорт команди тĕрлĕ шайри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă.
Çуралнă кунра амăшĕ çăмарта пĕçерсе çитерни виçĕрешĕн асĕнче çырăнса юлнă. Çĕнĕ çул вăхăтĕнче ачасем пукан çине вырнаçтарнă капăр чăрăша килтен киле йăтса çÿренĕ. Çапла майпа ыттисене уяв кăмăлĕ парнеленĕ.
Алексеевсен ачисем ĕçре пиçĕхсе çитĕннĕ. Килти выльăх-чĕрлĕхе пăхма пулăшнă, колхоз ĕçне хутшăннă.
Çарта пĕрле пулнă
Шкул хыççăн пĕр ÿсĕмри арçын ачасем Кÿкеçре водителе вĕреннĕ. Унтан виççĕшне те хĕсмете илсе кайнă. Ун чухне, тĕлĕнмелле те, ялти 26 çамрăк пĕр харăс салтак атти тăхăннă.
«Шăллăмсем шкула кайичченех салтак юрри юрласа пÿрте кĕрсе тăратчĕç. Хĕсмете кайма хатĕрленнĕ пекех хулпуççи урлă ал шăлли çыхнăччĕ, ыталашăннăччĕ. Вĕсене курсан аннен куçĕ шывланатчĕ», — аса илĕвĕнче ачалăха таврăнать Валентина Алексеевна.
Виктор, Дмитрий, Петр Алексеевсем Украинăра хĕсметре тăнă. Хăйсем каланă тăрăх, кравачĕсем те юнашарах пулнă. Арçын тивĕçне пурнăçланă вăхăтра виççĕшĕ те водителе вырнаçнă. Виктор ятарлă транспортпа çар çыннисене аэродрома леçнĕ. Дмитрий — пушар хуралĕн, Петр васкавлă пулăшу машинисемпе ĕçленĕ.
Виçĕ çулпа
Çартан таврăнсан Чĕмпĕр тăрăхне тухса кайнă вĕсем. Дмитрий Чĕмпĕрти авиаци заводĕнче çур çул ĕçленĕ хыççăн Тереньгари сĕтел-пукан фабрикине вырнаçнă. Çак предприяти хупăннă ĕнтĕ. Халĕ ăна, ылтăн алăллăскерне, çурт хăпартнă çĕре чĕнеççĕ.
Викторпа Петр Алексеевсем механика заводĕнче вырăн тупнă. «Çуллахи вăхăтра пире Витьăпа иксĕмĕре «партизана» /пахча çимĕç, тыр-пул пуçтарма/ илсе кайрĕç. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен Пензăна, Эрĕнпур облаçне, Адыгея республикине çитсе ĕçлерĕмĕр», — аса илÿ çăмхине сÿтет Петр Алексеевич.
Виçĕрешрен Дмитрий чи малтан çемье çавăрнă. Вăл амăшĕн тăван тăрăхĕнчи — Шăмăршă районĕнчи Канаш поселокĕнчи — хĕре куç хывнă. Шел, кил хуçи арăмĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулман. Дмитрий Алексеевичăн пурнăçне мăнукĕсем çутă сăн кĕртеççĕ.
Петр Шупашкара куçса агрегат заводĕнче ĕçленĕ чухне пулас мăшăрĕпе паллашнă. Людмила Тутарстанри Аксу районĕнче çуралса çитĕннĕ. Виктор шăпа пÿрнипе Надьăпа общежитире йĕркелекен ташă каçĕнче тĕл пулнă.
Ылтăн шыранă
Çемье ытлă-çитлĕ пурăнтăр тесе Викторпа Петр Алексеевсем Якутие ылтăн кăларнă çĕре тухса кайнă. Çакăнта 15 çул вăй хунă вĕсем.
«Çурçĕрте пĕр сезон ĕçленĕ хыççăн пĕр пÿлĕмлĕ хваттер илме май килчĕ. Виктор укçа парса пулăшрĕ мана. Вăхăт иртнĕçемĕн пĕр-пĕрне тĕрев парса пурнăç условийĕсене лайăхлатса пытăмăр», — тăван тăвалла туртнине палăртать Петр Алексеевич.
«Малтанхи икĕ сезонра Çур¬çĕрте хамăр кăна ĕçлесе пурăнтăмăр. Виççĕмĕш çулхине Витьăн та, манăн та çывăх çыннăмăрсем — арăмпа ачасем — килсе çитрĕç. Çу уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа çурла уйăхĕчченех пирĕнпе пĕрле пурăнчĕç вĕсем. Кайран та çула тухма ÿркенмерĕç.
Ун чухне эпир поселокри ватă çын патĕнче вырăн тупнăччĕ. Людăпа Надя ăна пахчари йăрансене çумлама пулăшатчĕç.
Якутире пĕрле ĕçлекенсен çемйисем саланни пирки пĕрре мар илтнĕ. Арăмĕпе упăшки уйрăм пурăнни йĕркеллĕ-и вара? Юрать-ха пирĕн арăмпа, ачасемпе пĕр çуртра вырнаçма май пулчĕ. Ыттисен унашкал услови пулман. Тайгара пурăнаканскерсем патне тăванĕсем пырса çÿреймен.
«Ĕçленĕ вăхăтрах арăмпа юнашар пурăнатăр», — ытти наци çыннисем пĕр вĕçĕм кăмăлсăрланатчĕç. Пуçлăха та килĕшместчĕ çакă. «Ан килĕр» тенине итлемеççĕ», — çывăх çынсене хамăрах чĕннине пытарса тÿрре тухма тăрăшаттăмăр. «Сирĕн килте арçын мар, хĕрарăм хуçа-и?» — хăпмастчĕç хайхисем», — темле кăткăс лару-тăрура та çемье интересĕсене мала хунине çирĕплетеççĕ пĕр тăвансем.
Ку вăхăт та хыçа юлнă. Паян Викторпа Петр Алексеевсем Мускаври стройкăна вахтăпа ĕçлеме çÿреççĕ. Уйрăм организацире вăй хунăран сайра тĕл пулаççĕ. Çапах виçĕреш телефонпа çыхăнса пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, ĕмĕт-тĕллевĕпе кăсăкланать, ăшă сăмахпа хавхалантарать.
57-ри арçынсен ачисем те хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Петр Алексеевичăн кĕçĕн ывăлĕ Владик кăна — шкул ÿсĕмĕнчи çамрăк.
«Ĕçлеме юратни пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма пулăшать», — пĕтĕмлетеççĕ вĕсем. Кил хуçисем çемьене хаклани калаçуранах паллă. Арçынсем пĕр-пĕрне кăна мар, ачисене те, мăнукĕсене те кирек хăш самантра пулăшма хатĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.