Archive - 11 Раштав, 2014
"Cывлăх" 11.12.2014
ЧР парламенчĕн Председателĕ Юрий Попов: «Хыпар» турнирĕ пулнă, пур, пулать!
"Xыпар" 11.12.2014
«Сывлăх профилĕ» сывлăха упрама пулăштăр
2014 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерес тата сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе йышăнакан хушма мерăсем çинчен» Указ хатĕрленĕ. Хамăрăн тăрăхра «Сывлăх профильне» йышăнассине шăпах официаллă çав документпа килĕшÿллĕн пуçарнă та. Вăл халăхăн пурнăç пахалăхне тата сывлăхне лайăхлатмалли республикăн малашнехи аталанăвĕн стратегийĕ евĕрех.
Çурхи шыв-шур текех хăратаймĕ
Премисене камсем илĕç?
ЧР Журналистсен союзĕ республикăри журналистсен 2014 çулшăн çуллен паракан Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ пермийĕсене илме тăратакан ĕçсене йышăнассине вĕçленĕ. Конкурс ĕçĕсемпе документсене республикăри, районсенчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен редакцийĕсем, Чăваш наци конгресĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ, Чăваш кĕнеке издательстви, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕ тăратнă.