Archive - 23 Кăрлач, 2015

23 Кăрлач, 2015

Çул çăмăлттайлăха каçармасть

Иртнĕ шăматкун Шупашкартан яла кайма тухсан тарăхмалли тупăнчĕ. Çĕрпĕве çитеспе сехет çурăна яхăн «пăкăра» кĕтме тиврĕ. Икĕ йĕрлĕ çул кĕпер çине кĕреспе ансăрланса пĕр йĕре куçать те - транспорт ерипен иртет. Пысăк фурăсен колонни - вĕçĕ-хĕрри çук.

23 Кăрлач, 2015

Валерий ТУРКАЙ: Писательсĕр тата литературăсăр Раççей çук!

 Раççейре Литература çулталăкĕ пуçланчĕ. Çыравçăсемпе кĕнекесене халалланă çĕршер мероприяти, литераторăн ку чухнехи тĕнчери пĕлтерĕшне хак паракан ăслăлăх конференцийĕсем иртĕç кăçал.

23 Кăрлач, 2015

Чăваш тĕнчин тĕлне-йĕрне шыракан.

 Самана тĕпрен улшăнса тăнăран-и /СССР арканниех пĕтĕм тĕнчене епле кисрентерчĕ! - Даниил пророк кĕнекинче çырса кăтартнă Тимĕрпе тăм ураллă кĕлетке ишĕлсе анниех ĕнтĕ!/ мана иртнĕ ĕмĕрхи 50-70 çулсемех халĕ авалхи вăхăт пек курăнаççĕ.

23 Кăрлач, 2015

Раççее ĕненмеллех

Сергей Лукьяненко писатель тĕрĕслĕхе ултавран уйăрма вĕренесси çинчен

«Хальхи вăхăтра чăн-чăн уçă вăрçă пырать, çарсемпе кăна усă курмаççĕ. Экономика тĕлĕшпе Раççее тахçан Совет Союзне пусмăрланă пекех хĕн кăтартаççĕ», - çирĕплетет Сергей Лукьяненко писатель.

Логика ăçта?

23 Кăрлач, 2015

Эмеле - централизациленĕ майпа

Сиплев препарачĕсене централизациленĕ майпа туянса иртнĕ çул бюджетăн 112 млн тенкине перекетлеме май килнĕ.

Больницăсем кал-кал ĕçлесси эмелсен ассортименчĕпе тата вĕсем кирлĕ чухлĕ пулнипе çыхăннă. Препаратсене вăхăтра туянни республикăра пурăнакансен сывлăхне витĕм кÿрет кăна мар, тепĕр чухне пурнăçне те çăлса хăварать. Пациент хăйне юрăхлă таблеткăна е шĕвеке вăхăтра илме пултартăр тесе суту-илĕве уççăн, курăмлă тата вăхăтра ирттермелле. Чирлĕ çынна сиплеме кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерни - пĕр ыйту, тепри вара - çавăнпа пĕрлех бюджет укçине перекетлеме пултарни.

23 Кăрлач, 2015

Тĕллевлĕ усă курăр

Амăшĕн капиталне укçана куçарас шухăш чылай çемьене канăç памасть. Ăна алла илмелли мелсене ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ енлĕн тишкерет. Çапах та чылайăшĕ кун пирки тĕплĕн шухăшласа патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курать. Саккун виçине пăхăнманнисене айăплав кĕтет.

23 Кăрлач, 2015

Тĕллевлĕ усă курăр

Амăшĕн капиталне укçана куçарас шухăш чылай çемьене канăç памасть. Ăна алла илмелли мелсене ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ енлĕн тишкерет. Çапах та чылайăшĕ кун пирки тĕплĕн шухăшласа патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курать. Саккун виçине пăхăнманнисене айăплав кĕтет.

23 Кăрлач, 2015

Кашни ĕç уншăн - çĕнĕлĕх

2014 çул вĕçнелле «Хыпар» Издательство çуртĕнче улшăнусем пулса иртрĕç. Вулакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ кăларăмсен малашнехи ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе ертсе пыма çĕнĕ çынсем килчĕç. Эпир, Тутарстанри чăвашсем, хăйсем çине пысăк яваплăх илнĕ çак çынсен йышĕнче хамăр ентеш те пулнăшăн питĕ савăнатпăр. Вăл - Сергей Степченко, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн пĕрремĕш заместителĕ. Сергей Петрович Шупашкарта нумаях пулмасть тĕпленнĕ те - тен, çавăнпа сирĕн патăрта вăл хальлĕхе питех палăрса та ĕлкĕреймерĕ пулĕ-ха, эпир вара, Хусан чăвашĕсем, ăна чылайранпа пĕлетпĕр, хисеплетпĕр.