Archive - 18 Раштав, 2015

18 Раштав, 2015

“Хĕле йĕркеллĕ кĕтĕмĕр”, Анчах "лару-тăру питĕ çивĕч"

Çĕнĕ çул, професси уявĕ - Энергетик кунĕ - çывхарнине кура журналистсем ку тĕлпулура «Т Плюс» ПАОн вĕçленсе пыракан çулталăкри çитĕнĕвĕсем пирки калаçасса кĕтнĕччĕ пуль.

18 Раштав, 2015

Леонид ВОЛКОВ: «Раççейĕн экономика тытăмне тĕпрен улăштарма вăхăт çитрĕ»

Леонид Волков... Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççей Президенчĕ çумĕнчи финанс академийĕн доценчĕ...

18 Раштав, 2015

"Вĕренекенĕмсем маншăн - шăллăм, ача вырăнĕнчех"

Ял пуçаруллă та хастар, мал ĕмĕтлĕ çынсемпе пуян. Вĕсем хăйсем аталаннипе кăна çырлахмаççĕ, ыттисене те хавхалантараççĕ. Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăкра çуралса ÿснĕ Александр Клементьев та шăпине ялпа çыхăнтарнă. "Ăçта çуралнă çавăнта кирлĕ пулнă", - теççĕ ун пеккисем çинчен.

18 Раштав, 2015

"Вĕсем патшалăхăнне хăйсеннинчен уйăраймаççĕ"

Юрисконсульт та, адвокат та пулма пултарнă-тăр, анчах Николай Замуткин следователь ĕçне суйласа илнĕ. "Шăпах çак ĕç манăн характера çывăх", - тет. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн Шупашкарти Ленин районĕнчи пайĕн аслă следовательне паян чи кăткăс уголовлă ĕçсене тĕпчеме шанаççĕ. Пире вара коррупципе çыхăннă преступленисене тĕпчесси интереслентерчĕ.

Калăпăр, ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн çул-йĕрпе патруль батальонĕн инспекторĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç.

18 Раштав, 2015

Ешĕл "хунавсем" вăхăтсăр хуçăлаççĕ...

Раштавăн 14-мĕшĕнче Шупашкарти "Волжский" кану комплексĕнче "Чăвашфильм" ÿкернĕ "Ветки" фильм премьери пулчĕ. Ăна Владимир Синяев режиссер /Владимир Валерьевич П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнчи вырăс халăх театрĕн режиссерĕ/ ÿкернĕ.

Pages