Archive - 3 Нарăс, 2015

3 Нарăс, 2015

Михаил Игнатьев: Эпир кризиссене çĕнтернĕ, йывăрлăхран тухма вĕреннĕ

Ĕнер Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕпе Пĕр тикĕс аталанакан экономика тата пурнăçа тăнăçлă тăвас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ. Вĕсен членĕсем, промышленноç предприятийĕсен ертÿçисем хутшăннă ĕçлĕ тĕлпулăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттерчĕ.

3 Нарăс, 2015

Мускаври семинара хутшăннă

Январĕн 29-31-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн регионĕсен ертÿçисем валли çулленех ирттерекен семинара хутшăннă. Унăн теми - «Ку чухнехи экономикăри тата политикăри кун йĕрки. Регионсенчи чи лайăх тĕслĕхсем». Чăваш Енрен унăн ĕçне çавăн пекех республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă.

3 Нарăс, 2015

«Хыпар» журналисчĕ те çĕнтернĕ

Чăвашпотребсоюз канашĕ пĕлтĕр массăллă информаци хатĕрĕсен тата çивĕч калем ăстисен хушшинче пынă «Потребитель кооперацийĕ - 2014» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вăл потребкоопераци предприятийĕсемпе организацийĕсен ĕç-хĕлне туллинрех çутатас тĕллевпе ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствипе тата Журналистсен союзĕпе пĕрле 10 çул ытла иртет.

Тĕрлĕ номинацире «Хыпар» ИÇ, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Вăрмар, Муркаш районĕсен «Пирĕн сăмах», «Пурнăç çулĕпе», «Хĕрлĕ ялав», «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕсем мала тухнă.

3 Нарăс, 2015

Самолетсем рейса тухаççĕ

ЧР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх - регионти авиацие аталантарас енĕпе ĕçлекен ятарлă проектпа килĕшÿллĕн 2014 çулта Шупашкар аэропорчĕ 2814 пассажира транспортпа тивĕçтернĕ, 572 авиарейс вĕçеве тухнă.

3 Нарăс, 2015

Пенси, хăнасем, экономикăри йывăрлăхсем...

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

3 Нарăс, 2015

Патент правине пăснă

Изобретатель тата патент прависене пăснипе çыхăннă уголовлă ĕçсем питĕ сайра, çавна май ку тĕслĕхе следстви хăйне евĕр прецедент тесех хаклать. Чăваш Енре - пирвайхи тĕслĕх.

Сĕнтĕрвăрри районĕн сучĕ Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ тĕпченĕ уголовлă ĕç тĕлĕшпе пăнчă лартнă, чăн та, приговор саккунлă вăя кĕмен-ха. Суд умне Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 36 çулти арçын тата Сĕнтĕрвăрринчи 41-ри предприниматель тăнă. Изобретатель тата патент прависене пăснисĕр пуçне вĕсене коммерци вăрттăнлăхĕ шутланакан сведенисемпе саккуна пăсса усă курнăшăн та айăпланă.

3 Нарăс, 2015

...Каллех «Пĕтĕмпех пĕлес килет»!

«Шăп пулăр, сасăпа ан калаçăр» - «кĕнеке храмĕн» çак правилине иртнĕ эрнекун Наци библиотекин çамрăк хăнисем вуçех манчĕç. Унăн акт залĕ пысăк тăхтава тухмалли шăнкăрав хыççăнхи шкул коридорне аса илтерчĕ.

3 Нарăс, 2015

Патшалăх пурлăхĕ пушшех те шута юратать

Пирĕн паянхи хăна - республикăн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий КУЗЬМИН. Унпа хăйнеевĕрлĕ тема тавра сăмах пуçартăмăр - патшалăх пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕсемпе усă курассипе çыхăннă сферăри коррупципе кĕрешесси пирки калаçрăмăр.

Çĕршĕн тем тума та хатĕр

3 Нарăс, 2015

Февралĕн 1-мĕшĕнчен - пысăкрах пенси

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче граждансен «Страхланă çыннăн уйрăм кабинечĕ» электронлă сервисăн презентацийĕ иртрĕ. Мероприятие ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Галина Германова, «Чăвашрессовпроф» председателĕн çумĕ Ирина Филиппова, «Раççей пенсионерĕсен союзĕн» регион уйрăмĕн ертÿçи Валерий Сапожников, асăннă тытăмсен районсенчи представителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем хутшăнчĕç.

Pages