Archive - Пуш 2015

март 3rd

3 Пуш, 2015

Кашни кун - руль умĕнче

Кашни çынах хăш енĕпе те пулин пултаруллă. Пĕри, акă, йывăçран илемлĕ кĕлеткесем касса ăсталать, теприн аллинче тимĕр «чĕрĕлсе» хитрелĕхе çаврăнать, виççĕмĕшĕ кăткăс механика хатĕрĕсене салатса пуçтарма маçтăр... Кÿкеçре пурăнакан Юрий Михайловăн чун киленĕçĕ вара вăл - автомобиль, тĕрĕсрех каласан, автоспорт.

3 Пуш, 2015

«Ылтăнпа» тÿлетпĕр...

Январĕн 14-мĕшĕнче кăнтăрла Куславккара урамра çак хулара пурăнакан пенсионер патне пĕр хĕрарăм пынă, пулăшу ыйтнă. Хăйсем инçетрен килни пирки каланă, вĕсен автомашинине полици сотрудникĕсем чарнă та штрафплощадкăна лартнă имĕш...

Ватă çын унăн сăмахне тимлĕ итленине, хăйне шелленине туйнă пулинех - палламан хĕрарăм арçынран 50 пин тенкĕ кивçен ыйтнă. Штраф тÿлеме кирлĕ-мĕн. Салук вырăнне хăйĕн ылтăн япалисене сĕннĕ. Вăл кĕсйинчен вăчăра, икĕ çĕрĕ, сулă тата хăлха çакки кăларнă.

3 Пуш, 2015

Хисеплĕ ветеран - гимнази хăни

Февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тăван çĕршыв Аслă вăрçин ветеранĕ Василий Симсов хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Василий Кондратьевич 1925 çулта Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ унăн нушаллă иртнĕ. Нумай ачаллă çемье кил хуçисĕр тăрса юлнă.

3 Пуш, 2015

Çунатлантарма ăстаччĕ

Шкулта вĕреннĕ вăхăтсем кашни ача пурнăçĕнче ĕмĕр манăçми тарăн йĕр хăвараççĕ. Вăрмар районĕнчи Шăхальти вăтам шкулта ирттернĕ тапхăр пире юратнă вĕрентекене Вениамин Петрович Тимакова аса илтерет.

3 Пуш, 2015

Кая юлса пĕлнĕ çĕнĕ хыпар

"Виçĕ е ытларах ача çуратакан мăшăрсене республика бюджетĕнчен 100 пин тенкĕ укçа параççĕ", - пĕлтерчĕ радио дикторĕ. Мĕнле кăларăм пулчĕ - пĕлеймерĕм, пуçламăшне илтмен те.

- Вăт, Коброчка-чиперккеçĕм, мĕнлерех çăмăллăх çамрăксене! - савăнса сăмах хушрăм плита умĕнче тăрмашакан арăма. Юратса çапла чĕнетĕп ăна, шÿтлекелесе. "Кобра" тесен питĕ тарăхать мăшăрăм.

- Ухмах! Кун пирки миçе çул калаçаççĕ ĕнтĕ. Эсĕ вара тин кăна илтетĕн. Журналист тетĕн тата хăвна. Улттăмĕш палата! - чăкăлташма сăлтав тупăннишĕн савăнса чунĕ каниччен тăн пачĕ мана Коброчка.

3 Пуш, 2015

Пурнăç художникĕ

А.П.Чехов çуралнăранпа - 155 çул

Тĕрлĕ тĕлпулусенче, интервьюсенче манран «сирĕн юратнă писателĕрсем камсем?» тесе ыйтсан эп яланах чи малтан Антон Павлович Чехова асăнатăп. Паллах, эпĕ Достоевскипе Толстой, Маркеспа Фолкнер, Сервантеспа Гюго, Турханпа Илпек умĕнче çĕлĕкĕме хыватăп, çĕре çити пуçăма таятăп. Çапах та... Çапах та Антон Павлович мана темшĕн уйрăмах çывăх, уйрăмах хаклă. Мĕншĕн иккенне хам та пĕлсе пĕтерейместĕп. Çынна чунтан-вартан юратнă чухне ăна мĕншĕн юратни пирки шухăшласа пуçна ватмастăн-çке-ха!

март 2nd

Pages