Archive - 9 Ака, 2015

9 Ака, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 13 (6054) № 9.04.2015

9 Ака, 2015

“Кашнинчех сцена çине пĕрремĕш хут тухнăн туятăп”

Çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕнче çуралса ÿснĕ Анна Андреевăпа тĕл пулсан вăл атте-анне чĕлхипе тăван халăхшăн вăй-халне шеллеменнине ăнлантăм. Шупашкар районĕнчи Пархикассинче пурăнаканскер ăруран ăрăва упраннă чĕлхерен вăтанмасăр калаçни, чăвашла таса пуплени калама çук савăнтарчĕ.

9 Ака, 2015

Каллех çакланнă

Унччен те судпа айăпланнă 55 çулти арçын Çĕнĕ Шупашкарти хваттерĕнче наркопритон йĕркеленĕ. Вăл çак хутăшсăр пурăнайман. Дезоморфина та вăл хăйĕн валли хатĕрленĕ, ыттисене те «хăналанă».

38 çулти хĕрарăм вара унăн пулăшуçи пулнă. Кунсăр пуçне хĕрарăм «тавара рекламăланă, кирлĕ ингредиентсемпе тивĕçтернĕ. «Тавар» илекенсем кайсан вара 38 çултискер хваттерте тирпейленĕ. 2009 çултанпа хĕрарăм хăй те наркотиксĕр пурăнайман.

9 Ака, 2015

Салтак ячĕ ялан хисепре

"Уй варринче лаштра юман, атте тесе, ай, кайрăм та..." çапла юрлатчĕç ялсенче яша салтака ăсатнă чухне. Шел те, халĕ чуна хурлантаракан юрра ытлах шăрантармаççĕ. Ку ыйтăва мĕншĕн хускатрăм тетĕр-и? Тĕрĕс - апрелĕн 1-мĕшĕнче яланхи пекех çуркуннехи призыв пуçланнă. Июнĕн 15-мĕшĕччен республикăри çĕр-çĕр салтак Тăван çĕршыв умĕнчи сăваплă тивĕçе пурнăçлама çула тухĕ. Мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ салтаксене? Тарса çÿрекенсен тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех? Ку ыйтусене ЧР çар комиссариачĕн çар службин призывĕпе хатĕрленĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ Сергей Козюра уçăмлатрĕ.

9 Ака, 2015

Шурă халатлисем сиплеççĕ çеç мар

Апрелĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчипех Сывлăх кунне паллă турĕç. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ пуçарнипе кашни çулах тĕрлĕ мероприяти иртет. Кăçал çак куна апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе çыхăнтарнă. Сывлăх кунĕнче пирĕн çĕршывра "Сывă пулмалли вăхăт" акци йĕркеленчĕ.

9 Ака, 2015

Тăшман тесе айăплани те поэт ятне варалайман

Красноармейски тăрăхĕнчи Янкас ялĕнче 1909 çулта кун çути курнă Нестер Янкас поэтăн шăпи тĕрлĕ элеке пула синкерлĕ килсе тухнă. Унăн пултарулăхне, пурнăçне нумайăшĕ тĕпчесе хак панă.

9 Ака, 2015

Уншăн чи хакли - халăх йышăннă юрă

Чунра çунатлă кĕвĕ çуратса ăна халăх патне юрă урлă çитерекенсене манăн: «Эсир - асамçăсем», - теес килет. Çутçанталăк кунашкал хăвата пурне те памасть, пин-пин çын хушшинче чи пултаруллисене суйласа этемлĕхе парнелет.

9 Ака, 2015

Несĕлĕмĕрсем мĕнле калаçнă - çапла пуплет Пил Тымарлан

Амăшĕ ăна Витали тесе чĕнет, çуралсанах çывăх çыннисем çапла ят панă-çке. Ялта ăна "министр" пек пĕлеççĕ. Анчах халĕ тус-юлташĕ Пил Тымарлан тесе чĕнет. Çук, псевдоним мар ку. Паспортра та вăл - Пил Николаевич Тымарлан. Ятне вăл 1997 çулта улăштарнă, Совет Союзĕ вăхăтĕнчи паспортпа çÿрет. Пил Тымарлан Вăрнар районĕнчи Кайри Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ. "Тĕттĕм" ял вăл. Автобусран ансан 6 çухрăм утмалла, пуйăспа килсен - 8 çухрăм. Апла пулсан та Пил Тымарлан çак ял та паян вырăсланма пуçланине палăртать.

9 Ака, 2015

Чуна ирĕке ярса чăвашла вĕрентесчĕ

Район центрĕсенче кăна мар, ялсенче те ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчипе вырăсла калаçни халĕ тĕлĕнтермĕш мар. Мăнукне чăвашла вĕрентес вырăнне кукамăшĕ-асламăшĕ те чĕлхине хуçа-хуçах вырăсла пуплет. Çапла майпа ачисене ура хунине темшĕн ăнланасшăн мар аслисем.

Pages