Archive - Ака 2015

апреля 29th

29 Ака, 2015

Манăн пичче - танкист

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кашни çемьеренех хутшăннă. Манăн пичче те тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Вăрçăран таврăнсан вут-çулăм витĕр утса тухнă кун-çулне час-часах асаилетчĕ.

Леонид Михайлович Михайлов 1925 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Калинин районĕнчи /халĕ - Вăрнар/ Уйкас Явăшра çуралса ÿснĕ. Çичĕ класс пĕтерсен колхозра вăй хунă.

Хаяр вăрçă пуçлансан ялти каччăсем, арçынсем фронта тухса кайнă. Вăйпитти çын юлманнипе 1942 çулта пиччене, 17 çулти йĕкĕте, бригадира суйланă. Çулталăкран ăна та вăрçа кайма повестка çитнĕ.

29 Ака, 2015

Çĕнтерÿ калчисем ешерччĕр

"ЭКА" экологи организацийĕн регионти уйрăмĕ ырă ĕç пуçарса янă. Уйрăмах çак обществăлла организацин Çĕмĕрлери штабне мухтамалла. Вăл хулари 3-мĕш шкулта вĕренекенсене "Çĕнтерÿ калчисем" /"Ростки Победы"/ акцие хастар явăçтарнă, пĕр ача та айккинче юлман темелле.

29 Ака, 2015

Шаннă йăвара кайăк пулĕ-ши?

Патăрьел районĕнчи Турханта пурăнакан Эльвира Бузакина пĕчченех пилĕк ача çитĕнтерет, çав шутра виççĕшĕ - çула çитменскерсем. Тăрăшуллăскер малтанах колхозра поварта, çĕвĕçре, уборщицăра ĕçленĕ. Халĕ вара ял халăхне хаçат-журналпа тивĕçтерет. «Хамăн ĕçе питĕ юрататăп, - терĕ вăл кăмăллăн. - Ара, мана чÿречерен пăхса кĕтсе илеççĕ-çке. Эппин, эпĕ кама та пулин кирлех».

29 Ака, 2015

Петуни хăçан акмалла?

Петуни чечекне пÿрт умĕнчи пахчана хăçан акмалла-ши? Вăл лайăх çурăлтăр тесен мĕн тумалла?

Галина Ландышева. Етĕрне районĕ, Йÿçпан ялĕ.

1. Петуни вăрлăхне çанталăк ăшăтсан, май уйăхĕн çурринче уçă вырăна акаççĕ. Хăвăртрах шăтса тухма йăрана полиэтилен пленкăпа хупламалла.

29 Ака, 2015

"Сывлăх", 16 /832/ №, 29. 04. 2015

о Хурăнăн çилĕмлĕ çулçи витĕмлĕ.
о Сухан хуппи юн тымарĕсене çирĕплетет.
о Уртăшăн лăсси те, çырли те паха.
о Çамрăклăх мăйăрĕ теççĕ.
о Эмел тата курăк: уйрăм е пĕрле?
о Усăлли те сиенлеме пултарать.
о Ват хăмпи валли.
о Уксус кирек хăçан та вырăнлă.
о Сăрана мухтамалли çук.
о Çемçен те çăмăллăн...
о Сунасран хăвăрт хăтăласчĕ.
о Хăлха систерет.

29 Ака, 2015

УЙРĂМ Е ПĔРЛЕ?

Эмелсемпе сипленнĕ вăхăтра час-часах курăк шĕвекĕсем те ĕçеççĕ. Анчах ку яланах вырăнлă мар. Çапла та пулма пултарать: сăмахран, курăк эмел витĕмне темиçе хут ÿстерет е пачах пĕтерет. Мĕн-мĕне пĕрле шайлаштарма юрамасть-ха? Д. Балясова фитотерапевт çапла ăнлантарать.

Юрать

29 Ака, 2015

СĂРАНА МУХТАМАЛЛИ ÇУК

Сăра сывлăхшăн усăллă е ăна сиенлĕ витĕм кÿрет? Тухтăрсем кун пирки тĕплĕн ăнлантарса пама пултараççĕ. С. Золотарева терапевт хуравĕсемпе паллаштарар-ха.

1-мĕш халап: сăра - усăллă йăваш алкоголь шĕвекĕ.

Чăннипе: сăра - алкоголь шĕвекĕ. Медиксем таса спирт кунне 40 грамран ытла ĕçме сĕнмеççĕ. Сăра çине куçарсан ку пĕр-икĕ кĕленчепе танлашать. Ăна ĕçни ÿсĕртмесен те темĕн чухлех ĕçме юранине пĕлтермест. Чикĕрен кăшт иртсенех организм арканма пуçлать, чĕрепе пĕвере уйрăмах йывăр лекет.

29 Ака, 2015

УКСУС КИРЕК ХĂÇАН ТА ВЫРĂНЛĂ

Паллах, тĕпелте уксуссăр май çук. Анчах вăл кĕркунне пахча çимĕçрен консервсем хатĕрленĕ чухне кăна мар, ытти лару-тăрура та витĕмлĕ пулăшать. Акă - темиçе тĕслĕх.

Pages