Archive - 1 Утă, 2015

1 Утă, 2015

Тăван çутçанталăка халалланă пурнăç

ЧР Пуçлăхĕ Эколог кунĕччен /июнĕн 5-мĕшĕ/ Указ кăларса Чăваш патшалăх университечĕн çутçанталăк пуянлăхĕпе усă курассин тата геоэкологи кафедрин профессорне Федор Карягина "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экологĕ" хисеплĕ ята пама йышăнчĕ. Ăна пĕлтĕр туса хучĕç, Федор Александрович пĕрремĕш тивĕçрĕ.

1 Утă, 2015

Уяв картине - тулли кăмăлпа

Июнĕн 27-мĕшĕнче Тутарстан Республикин Нурлат хулинче пĕтĕм чăвашсен Уявĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енри, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Чĕмпĕр, Свердловск облаçĕсенчи, Мускаври, Питĕрти, Иркутскри, Ĕпхÿри 100 яхăн фольклор ушкăн килсе çитрĕ.

1 Утă, 2015

"Сывлăх" /Здоровье/, № 25 /841/, 01. 07. 2015

о Цветками бузины черной.
о Приступы астмы можно купировать.
о Комары не нападут.
о При расстройстве кишечника помогут вишневые ветки.
о Чистит корень подсолнечника.
о Глисты - настоящие враги.

1 Утă, 2015

"Сывлăх", 25 /841/ №, 01. 07. 2015

о Упа çырлин чечекĕпе.
о Астма приступĕсене çăмăллатма пулать.
о Вăрăмтуна тапăнмĕ.
о Вар-хырăм пăсăлсан чие турачĕ аван.
о Хĕвелçаврăнăш тымарĕ тасатать.
о Шĕвĕрĕлчен - чăннипех тăшман.
о Çĕрĕк тунката хăтарать.

1 Утă, 2015

Ачасене сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă

Республикăри ачасен клиника больницин сурдологи центрĕн заведующине, сурдолог-оториноларингологне Галина Васильевăна çак кунсенче ĕçри ÿсĕмсемшĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн ятне панă. Аслă квалификаци категориллĕ тухтăр ачасене сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă.

1 Утă, 2015

ХĔВЕЛÇАВРĂНĂШ ТЫМАРĔ ТАСАТАТЬ

Пÿрене хăйăртан хĕвелçаврăнăш тымарĕпе тасатни чулсем пулса каясран хÿ-тĕленме пулăшать теççĕ. Рецептне çырса кăтартсан аванччĕ.

И. ВАСИЛЬЕВ.

Вăрмар районĕ.

1 стакан тымара 3 литр шыва ямалла, 7-10 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла, тымарне пăрахмалла мар. Шĕвеке кунне 5-6 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле. Курс - 2-3 кун.

1 Утă, 2015

САМАНТЛĂХ ТА КАНĂÇ ÇУК

Ача час-часах кутăнлашать. Ăна лăплантарма мĕнле мелсем пулăшаççĕ-ха? Психологсем çапла сĕнеççĕ.

1. Эсир ачăра, унран мĕн кĕтме пулнине лайăх пĕлетĕр, часах аçа-çиçĕм пуçланасса малтанах туятăр. Çак самант çитсен куçсене чарса пăрахса: "Пуçлана-а-ать!"- теме кирлĕ мар. Ачăра мĕнпе те пулин илĕртме тăрăшăр, мĕн те пулин кăтартăр, каласа парăр, кăсăклă ĕç хушăр.

1 Утă, 2015

КИЛТИ СĔТРЕН ТУТЛĂРАХ

Килте йÿçĕтнĕ сĕт çимĕçĕсем уйрăмах усăллă. Вĕсен рецепчĕсем те ансат - кăмăл пулсан кашниех хатĕрлеме пултарать.

Кефир

0,5 сĕт, 2 апат кашăкĕ лавкка кефирĕ.

Сĕте вĕретмелле, пÿлĕм температуриччен /20-25 градус/ сивĕтмелле. Икĕ банкăна ямалла та пĕрер кашăк кефир хушмалла. Ăшă вырăнта икĕ талăк тытнă хыççăн сивĕтмĕше лартмалла. 5 талăк упрама юрать. Малашне сĕте йÿçĕтме килти çак кефирпах усă курма юрать.

Йогурт

1 литр сĕт, 3 апат кашăкĕ нимĕн те хушман лавкка йогурчĕ.

Pages