Archive - Çурла 2015

август 26th

26 Çурла, 2015

«Трактористсен» шанăçĕ тата «хăратман» глифосат

Шупашкарти трактор завочĕ çийĕн капланнă хура пĕлĕтсем сирĕлес шанăç çуралать - çапларах пĕтĕмлетме пулать-тĕр ĕнер ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин журналистсем валли ирттернĕ брифингри калаçăва.

26 Çурла, 2015

Республика умĕнчи яваплăха туйса

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн çак кунсенче кăна-ха иртнĕ ларăвĕнче республикăн 2015 çулхи бюджечĕ пĕрремĕш çур çулта мĕнле пурнăçланнине пăхса тухрĕç. Çĕршыв экономикинчи юлашки вăхăтра кăткăсланнă лару-тăру, паллах, пирĕн республикăра та палăрмасăр тăма пултараймасть.

26 Çурла, 2015

Уй-хирте те, фермăра та ĕç кал-кал пырать

ФОТОРЕПОРТАЖ

Комсомольски районĕнчи «Искра» колхоз хирĕнче сывлăм ÿкичченех техника кĕрлет. Александр Зайцев председатель ĕççи еплерех пынипе паллаштарчĕ. Хырай Ĕнел ялĕнчен хире тухсанах кустăрмаллă хăватлă трактора асăрхарăм. «Владимир Кудряшов, хуçалăхра нумай çул вăй хураканскер, ХТЗпа çĕртме тăвать, - терĕ ертÿçĕ. - Пирĕн ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр - 1250 гектар, вăл шутра сухалаканни - 870. Ăна Кудряшов кăпкалатса ĕлкĕрет».

26 Çурла, 2015

Ыттисене ырă туни чуна ырă витĕм кÿрет

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнчи Петр Теренина хăйĕнпе пĕр çулхисем çеç мар, ватăсем те, ачасемпе çамрăксем те питĕ хисеплеççĕ, мĕншĕн тесен Петр Аркадьевич ял аталанăвĕшĕн нумай тăрăшать. Чи курăмлă ĕçĕсем - ялта чиркÿ уçас енĕпе нумай вăй хуни, кивĕ шкул çуртĕнче таврапĕлÿ музейне йĕркелени.

26 Çурла, 2015

Юмахри пек - тăхăр пăхаттир!

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ лицейĕ - Пĕлÿ çурчĕ - уçăлнăччĕ. Шел, самана улшăнсах тăни ăна нумаях та ĕçлеме памарĕ. Ача-пăча сахаллансах пынине кура лицее тытса тăма май килмерĕ.

26 Çурла, 2015

Юнкă каччи тĕнче стартне тухать

Раççей чемпионĕ - 50 километр утса. Çак ята тивĕçмешкĕн мĕн тери йывăр пулнине тата мĕнлерех вăй хумаллине спортăн тĕнче класлă мастерĕ Александр Яргунькин кăна пĕлет.

август 25th

25 Çурла, 2015

«Хыпар» 165-166 (26817-26818) №. 25.08.2015

25 Çурла, 2015

Профессие те суйлама пĕлмелле

«Ачасемпе çамрăксен професси суйлавĕ - Чăваш Республикинчи патшалăх политикин приоритечĕ» шăпах çак темăпа иртрĕ кăçал республикăри вĕрентÿ ĕçченĕсен август уйăхĕнчи канашлăвĕ. Унта педагогсемпе пĕрлех влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, вĕрентÿ организацийĕсемпе общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, ĕç паракансемпе ветерансем хутшăнчĕç.

25 Çурла, 2015

Етĕрнесем, эсир ĕçре те маттур, канура та сатур

Çакăн пек пĕтĕмĕшле ят парас килчĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Етĕрне хулипе районĕн ĕç-хĕлĕпе паллашни, çыннисемпе курнăçни, вĕсен хастарлăхне хак пани çинчен хатĕрленĕ репортажа. Ахальтен çирĕпленмерĕ çак шухăш.

25 Çурла, 2015

Çивĕч ыйтусене пĕрле татса памалла

Правительство çуртĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Профилактика ĕçĕшĕн яваплă органсем çул çитменнисен хушшинче çапкаланчăклăха, йĕркене пăснине пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. Çавăн пекех Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсене терроризмран, криминаллă ĕç-хĕлтен, ачасен сывлăхне сиен кÿрекен информацирен сыхлассине, ача усрама илекен çемьесен институтне вăйлатассине сÿтсе яврĕç.

Ларăва ЧР Сывлăх сыхлавĕн, Вĕрентÿ, Культура министерствисен, ШĔМ ытти тытăм представителĕсем, хутшăнчĕç.

Pages