Archive - Юпа 2017

юпа 20th

20 Юпа, 2017

Ентешсен ĕçĕсене ытти регион хак панă

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Киров хулинчи Пултарулăх керменĕнче ĕçлев ÿнерĕн «МастерОк» куравĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Федерацин Атăлçи округĕнчи ача çурчĕсене, ашшĕ- амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пулăшма хатĕрленĕ «Ачалăха тавăрма» проектпа килĕшÿллĕн ăна çулсеренех йĕркелеççĕ.

20 Юпа, 2017

Каратэпе те, гитарăпа та туслă

Пултаруллă ачасене хавхалантарма тĕрлĕрен стипенди пуррине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн стипендиачĕ ятне илме те пурте пултараймаççĕ. Çак наградăшăн çанă тавăрса нумай вăй хумалла.

юпа 19th

19 Юпа, 2017

Тĕнче шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма ĕмĕтленеççĕ

Астрономири Сириус — каçхи тÿпери чи çутă çăлтăр. Сочири Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ центрне ахальтен мар «Сириус» ят панă. Кунта çĕршыври чи çивĕч ăслă ачасене пуçтараççĕ.

19 Юпа, 2017

Каçсерен кÿршĕ харлаттарни илтĕнмест

Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнчи «Сапожников урамĕ» чарăнури икĕ хутлă бараксене 60 çул каялла хăпартнă. Çул хĕрринчех ларнăран-ши — кивĕ, тĕссĕрленнĕ йывăç çуртсене ниепле те асăрхамасăр иртме çук.

19 Юпа, 2017

Халăх участковăйĕ — Сĕнтĕрвăрринчен

Вĕсен служби йывăр та хăрушă. Сăмахăм, полици ĕçченĕсем пирки. Ĕçĕ ансат мар пулин те йĕрке хуралĕнче хĕрарăмсем те вăй хураççĕ. Çак кунсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Халăх участковăйĕ» конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ.

Pages