Archive - Чÿк 2017

ноябрь 24th

24 Чÿк, 2017

Халăхăмăрăн кĕмĕл тупри

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш тĕррин музейĕнче «Кĕмĕл кĕлечĕ» уçăлчĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе тунă. Ку таранччен пирĕн республикăра çакăн евĕр пÿлĕм пулманччĕ-ха.

24 Чÿк, 2017

Кондрашкин кÿлепеçĕ Шупашкарта Купрат хан палăкне лартма сĕнет

Чĕмпĕрте пурăнакан Николай Кондрашкин кÿлепеçĕ /скульптор/ чăвашсен мăн аслашшĕсем шутланакан пăлхарсен Аслă Пăлхар патшалăхне никĕсленĕ Купрат Эльпуçа /патшалăх ертÿçине/ асăнса Шупашкарта палăк лартма сĕнет.

24 Чÿк, 2017

Электронлă меслете суйлакансен шучĕ ÿсет

Шупашкар хулин администрацийĕ кÿрекен муниципалитет пулăшăвĕсенчен 22-шне электронлă мелпе илме май пур. Вĕсенчен чи анлă сарăлни — пепкене ача садне черете тăратасси.

Лайăхрах та, хăвăртрах та

Хула администрацийĕн муниципалитет пулăшăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Наталья Романова пĕлтернĕ тăрăх — кăçал Шупашкарти 7400 çын ывăл-хĕрне ача садне черете тăратнă, вĕсем пурте — 100% — электронлă меслетпе усă курнă. Ашшĕ-амăшĕ асăннă черет еплерех куçнине компьютер урлах тĕрĕслесе тăма пултарать.

24 Чÿк, 2017

Кашкăрсемпе тĕл пуличчен хăй никама та кирлине туйман

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕ ялĕнче пурăнакан Леонид Антонов темиçе çул ĕнтĕ хăйĕн кил хуçалăхĕнче кашкăрсем усрать.

24 Чÿк, 2017

Журналистсене – преми

ЧР Журналистсен союзĕ Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премисене илмелли ĕçсене йышăнма пуçланă.

Конкурссене Журналистсен союзĕнче тăракансем, Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче, информаци агентствисенче, пресс-службăсенче тата ытти медиатытăмра ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ. 2017 çулта хаçат-журналта пичетленнĕ, радиотелеканалсен эфирне тухнă, информаци агентствисен сайтĕнче тата уйрăм кĕнекен кун çути курнă ĕçсене раштавăн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Pages