Archive - 6 Утă, 2017

6 Утă, 2017

Пахчари кăткăсенчен хăтăлма

Хăшĕ-пĕри кăткăсене усăллă кăпшанкă тесе тĕкĕнмест. Чăнах та кăткă хурт-кăпшанкă çăмартисене, хуртсене тапăнать. Анчах та пахча кăткисем ытларах сиен кÿреççĕ. Вĕсем уй пыйтине [тля] ĕрчетеççĕ, тĕрлĕ инфекци чирĕсене сараççĕ.

Çак кăпшанкăпа кĕрешмелли мелсем нумай пулин те унран хăтăлма çăмăлах мар. Пĕр çĕртине пĕтеретĕн, кĕçех тепĕр çĕрте кăткă чупма пуçланине куратăн. Хăшĕ-пĕри халăх меслечĕсемпе кĕрешет, хăшĕсем «химие» ытларах кăмăллаççĕ.

6 Утă, 2017

Гербицидсемпе тĕрĕс усă курмалла

Хăй аллипе пахча çимĕç ÿстерме пуçланă тапхăртанпах этем çум курăкпа кĕрешет. Çумлатпăр та ăна, матиклетпĕр те, вăл пур пĕр талпăнса тухать. Хальхи вăхăтра çум курăкран хими пулăшнипе хăтăлма пулать.

Гербицидсене пысăк икĕ пая уйăраççĕ.

1. Пĕтĕм курăка пĕтерекеннисем.

2. Уйрăм тĕслĕ курăксене хăртаканнисем.

Гербицидсем витĕмĕ тĕлĕшĕнчен те тĕрлĕрен. Виçĕ пая кĕртеççĕ. 1. Ÿсен-тăран çулçине лексе витĕм кÿрекеннисем. 2. Тымара тата шăтма пуçланă вăрлăха наркăмăшлаканнисем. 3. Системăллă сарăлаканнисем.

Pages