Archive - 7 Jul, 2017

Date
Type

Кăçал, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче, Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ хальчченхинчен те пĕлтерĕшлĕрех уява çаврăнма тивĕç. Атте-аннене, асатте-асаннене, кукаçи-кукамая чунтан тав туса çĕре çити пуç таймалли чи меллĕ самант темелле.

Патăрьел районĕнчи Йăлăм Патăрьелĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕпе производство объекчĕсем совет саманинче «Батыревский» совхоза кĕнĕ. Халĕ вĕсен пĕр пайĕпе Анатолий Лялькин хресчен-фермер хуçалăхĕ усă курать. ЧР Ял хуçалăх министерствин комиссийĕ иртнĕ уйăхра ăна выльăх ĕрчетекен çемье фермине аталантармалли грант пама йышăннă.

РФ Правительствин кăçалхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Раççейри субъектсене хула хăтлăхне йĕркелемелли патшалăх тата муниципалитет программисене пурнăçа кĕртмешкĕн федераци бюджетĕнчен субсиди памалли тата валеçмелли йĕркене çирĕплетнĕ.

 

Çанталăкăн тăнăçсăр условийĕсен вăхăтĕнче социаллă тытăмăн объекчĕсене кал-кал ĕçлеттермешкĕн май туса парассине тата мĕн пур службăн хатĕрлĕхне вăйлатассине Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕп тĕллев тесе шухăшлать. Çакăн çинчен Михаил Игнатьев ĕнер массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене пĕлтерчĕ.

— Михаил Васильевич, республика вăйлă çумăрлă çанталăк кÿрекен инкеке сирме хатĕр-и?