Archive - 11 Jan, 2018

Date
Type

Куславкка районĕнчи Елчĕкри вăтам шкулта «Ешĕл хунав» кружок ĕçлет. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Надежда Морозова ертсе пырать ăна. Вăтам класра ăс пухакансем кунта юратнă вĕрентекенĕпе хăйсен «Ешĕл хунав» хаçатне кăларса тăраççĕ. Калав-статья çырма та маттур вĕсем. Хăшĕ-пĕри сăвă та шăрçалать.

Татьяна Васильева Комсомольски районĕнчи Александровкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 6-мĕш класра вĕренет. Чăваш чĕлхи, литература, биологи, музыка, физкультура урокĕсене кăмăллать.

Раççейри шкул ачисен юхăмĕн чи хастар хутшăнаканĕ Семен Семенов çинчен «Тантăш» вулаканĕсем пĕлеççĕ. Кашнинчех мĕнле те пулин кăсăклă пуçарупа тĕлĕнтерет вăл.

Кам çав тери хăюллă тетĕр-и? Шупашкар каччи Александр Каратаев! Вăл нумай пулмасть Пĕрремĕш каналти «Давай поженимся!» телекăларăма хутшăннă. Унта заявка ямашкăн яша савнийĕпе хирĕçни хистенĕ ахăртнех.

«Эпир çук çĕрте лайăх», — çапла шухăшланă та Антон Безлюдный 17 çултах Аргентинăна вĕçнĕ. Шупашкарта çуралса ÿснĕскере мĕн пĕчĕкренех ют çĕршывсемпе чĕлхесем кăсăклантарнă, чикĕ леш енчи пурнăç илĕртнĕ яша.

Pages