Archive - 9 Jan, 2018

Date

Салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçин çумĕ Лариса Егорова çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе май пур таран ытларах çынна саламласшăн. Çавăнпах яланхи пекех çул çÿревре вăл. Унăн парне хутаççи яланах тулли. Нумай ачаллă çемьесене те, аслă ăру çыннисене те савăнтарма май тупать хастар хĕрарăм.

Çĕнĕ çул умĕн çулталăка пĕтĕмлетме хăнăхнă. «Чăваш хĕрарăмĕн» редакцийĕ те иртсе пыракан çул кăтартăвĕсем тăрăх нумай ырă сăмаха тивĕçрĕ.

Татьяна Наумовăна Раççей МЧСĕ çĕршыв шайĕпе ирттернĕ «Паттăрлăх çăлтăрлăхĕ» фестивальте хăрушсăрлăх тата çынсене çăлас ыйтусемпе çырнă статьясемшĕн «Вут-çулăмлă калем» сертификатпа чысларĕ.

«Хире те юр шуратнă, садра та шурă юр, пÿртре çеç лăс туратлă...» — юрă ĕнĕрленĕ май пусăрăнчăк кăмăлпа çÿреме хăнăхман çамрăк арçын тĕп хулари Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи фитнес-клубсенчен пĕрин умне пырса чарăнчĕ.