Archive - 20 Dec, 2018

20 Dec, 2018

Аваллăх тĕнчи

Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ÿстерсе ăс-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр...
Манăн шухăшăмпала —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр...

Петĕр Хусанкай.

20 Dec, 2018

Çамрăк волонтер

Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ вĕçленнĕ май Мускавра Пĕтĕм тĕнчери ырă тăвакансен форумĕ иртнĕ. Унта Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Андрей Кольцов та пулнă.

20 Dec, 2018

Илемлĕ йăл кулăллă пулар

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Раççейри ачасен йăл кулли» ыр кăмăллăх программи уçăлчĕ. Çавна май йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасем тÿлевсĕр пулăшăва тивĕçĕç. Ку таранччен программа Новосибирскра, Владикавказра, Пермьре, Чĕмпĕрте ĕçлеме пуçланă. Унăн тĕллевĕ — шăлсен çирĕплĕхĕ, чире вăхăтра тупса палăртасси, ачасемпе çамрăксене вăхăтра сиплесси.

20 Dec, 2018

Çынна ырă туни пурнăç çулне уçса пырать

«Пĕр япалана ăнлантăм: мĕн чуль лайăхрах пулатăн, çавăншăн сана Турă ытларах пулăшать. Начар тусан ытларах ура хурса пырать», — çакăн пек пĕтĕмлетÿ тумашкăн Алена СЕРГЕЕВĂНА пурнăç хистенĕ. Кусем уншăн пĕртте хитрен янăракан ахаль сăмахсем мар, çул-йĕр кăтартса пыракан чăнлăх.

20 Dec, 2018

«Давай поженимся» кăларăма хутшăннă

Чăваш Енре пурăнакан Екатерина Бухтояровăна «Давай поженимся» кăларăма йыхравланă. «Пĕрремĕш каналти» çак шоуна Çĕнĕ çул умĕн кăтартĕç.

20 Dec, 2018

Юратса мар, гороскопа шанса пĕрлешеççĕ

Наталия Лобаторина ача чухне Инди фильмĕсене курма кăмăлланă. Çак çĕршыва хăçан та пулин çитсе курма тĕллев лартнăскер Митхун Чакраборти актера качча тухма ĕмĕтленнĕ. Инди каччипех çемье çавăрнă пике. Анчах мăшăрне Митхун мар, Санджай тесе чĕнеççĕ.

Pages