Archive - Утă 2018

июля 31st

31 Утă, 2018

Чăваш Республикинчи коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕн ĕç-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусемпе хуравсем

1. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ кам вăл?
Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ /малалла — регион опе-раторĕ/ — «коммуналлă» статус илнĕ каяшсене тирпейлессипе çыхăннă мĕн пур тапхăршăн яваплă компани. Чăваш Республикинче «Экоцентр» МВК» ООО уçă конкурса хутшăнса çĕнтернĕ хыççăн Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ пулма ирĕк çĕнсе илнĕ.

31 Утă, 2018

Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ

Иртнĕ уйăхра Самар облаçĕнчи Шикун районĕнче пурăнакан Николай Лукьянов пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Вăл вырăнти чăвашсен наци культура автономине çирĕм çула яхăн ертсе пычĕ.

31 Утă, 2018

Михаил ИГНАТЬЕВ: Халăх ырлăхĕшĕн ĕçлемелле. Унтан ытла тĕллев çук

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялан халăхпа пĕрле пулнине, çынсен ыйтăвне çийĕнчех татса пама тăрăшнине пирĕнтен кашниех пĕлет.

июля 30th

июля 28th

28 Утă, 2018

Чăваш Ене йăх-несĕлне шыраса килнĕ

Пирĕн хаçат Красноярскри чăвашсен наци-культура автономийĕпе туслă. Йăхташăмăрсем хыпар вĕçтерсех тăнине палăртма кăмăллă. Çак кунсенче общество организацийĕн пресс-секретарĕпе, «Тĕнче пирĕштийĕсем» арт-проектăн PR-директорĕпе Олег Ровдăпа Шупашкарта тĕл пулма май килчĕ.

28 Утă, 2018

Ача пăхнăшăн та грант парĕç

Шупашкарти «Пилеш» ача сачĕ çуллахи вăхăтра куна уçă сывлăшра, çĕкленÿллĕ туйăм парнелекен юрă çеммипе ушкăнĕпе гимнастика тунинчен пуçлать. Воспитатель е спортинструктор кăтартса паракан хусканусене еплерех тăрăшса тăваççĕ шăпăрлансем! Кÿршĕллĕ 162-мĕш ача садĕнче те ирех янăрать хускалма-сикме хавхалантаракан кĕвĕ-çемĕ. Çак самантра тĕнчери пур пепке те хăй çÿрекен пĕлÿпе воспитани çуртĕнче ÿт-пĕвне вылятма карталанса тăнăн туйăнать.

Pages