Archive - 7 Утă, 2018
Пĕтĕмпех тĕл пулуран пуçланать…
Елчĕк районĕнчи Элпуçĕнче пурăнакан Раиса Михайловнăпа Николай Васильевич пĕрлешнĕренпе кăçал 55 çул çитнĕ.
— Пурнăçра савăнмалли те, кулянмалли те тупăнать. Çемьере те çаплах. Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть тесе ахальтен каламан вĕт. Мухтаса та илетпĕр, вăрçăнмалли те тупăнать. Пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле. Хирĕç сăмах каличчен шухăшламалла, — тет Раиса Михайловна. Ватлăх çулĕнче хисеп туни хавхалантарнине палăртать.
Пенси ÿсĕмне пысăклатма пурнăç хистет
Иртнĕ эрне вĕçĕнче «Тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăта ÿстерме йышăнни» мĕнпе çыхăннă?
З.Демьянова.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.
«Чуншăн пурăнатпăр»
— Асатте пирĕн хушамат финсенчен пулнă тетчĕ. Хураськин пулмалла пек. Тăвансене шырарăмăр. «Хараськин» тесе çыртарнă иккен вĕсем, çавăнпах йывăрлăх сиксе тухрĕ те, — хăйне евĕр историрен пуçланчĕ калаçу. Çук, шкулти урок мар ку. Комсомольскинче пурăнакан Хораськинсем йăх-несĕлĕпе кăсăкланни, мăн аслашшĕ-асламăшне хисепе хуни.
«Кахал»